Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумайăшĕшĕн ырă тĕслĕх

12 февраля 2019 г.

Нумайăшĕшĕн ырă тĕслĕх

Тăвай тăрăхĕ сумлă та вăрăм ĕмĕрлĕ çынсенчен пуян. Акă кăçал та районти аслă ӳсĕмри пилĕк теçеткене яхăн çын хăйсен тăхăрвунă тата тăхăрвун пилĕк çулхи юбилейĕсене паллă тума хатĕрленет. Çĕр çула вакласа пыракансем те пур. Сăхăтпуçĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ те унтах ĕмĕрне ĕмĕрлекен Мария Петровна Журавлева вара çитес кунсенче хăйĕн тăхăрвунă çулхи юбилейне паллă тăвать.

Эпир ун патĕнче иртнĕ эрнере пултăмăр. Нишер çырми урлă каçса ĕлĕкхи пушар хуралĕн çуртĕн-чен иртсе машинăпа тăвалла чылай хăпарма тиврĕ пулсан та, юра тракторпа хырса такăрлатнă çулпа чиперех çитрĕмĕр. Вăл пурăнакан урам Курăскӳль ятлă иккен. Ĕлĕкрех ку тăрăхри кӳлĕре мунчала тума курăс хутнă ахăртнех ял çыннисем. Хальхи саманари ячĕ вара -Толстой урамĕ. Чăн та, паллă писатель хăй вăхăтĕнче кунта çăпатапа е çемçе сăранлă хром атăпа килсе çӳремен-ха ĕнтĕ. Анчах паллă ятсем парасси йăлара пирĕн.

Урам варринче - çырма. Унта тĕпĕнченех йывăç-сем, ытларах яштака шурă хурăнсемпе йăмрасем, ӳсеççĕ, пĕлĕте кармашаççĕ. Çынсем лартнисем те, хăй тĕллĕн хунаса çитĕнекеннисем те пур. Çулла чăннипех рай пахчи кунта.

-Шăпчăксем юрă шăрантараççĕ, çу ырлăхĕпе киленеççĕ. Куккук та ирех авăтать. Вĕсем те яла кăмăллаççĕ юлашки çулсенче. Ытти кайăксем те кĕвĕ хыççăн кĕвĕ янратаççĕ. Тӳпере - тăрисен шăнкăравĕ,-тет хавхаланса Мария Петровна.

Вăл пире алкум вĕçĕнче тараватлăн та ăшпиллĕн кĕтсе илчĕ. «Чӳречеренех куртăм-ха сире»,-терĕ, тĕпеле иртме сĕнчĕ. «Пушмакăрсене ăшă çĕрте хывăр, кайран тăхăнма кăмăллă пулĕ»,- ăшталанать пирĕншĕн кил хуçи. Ăна тăхăрвунă çулсенчи хĕрарăм тесе калаймăн. Самай правур-ха вăл, вăшăл-вашăл. Чей вĕретрĕ акă хăпăл-хапăл. Йӳпсесе те çивĕч ăс-тăнпа калаçать, сăн-питĕнчен ăшă кулă татăлмасть. Кĕскен каласан, çынсемпе, çут тĕнчепе варлă хĕрарăм. Хăлхи çине кăна кăштах упа пусни сисĕнет.

-Пĕчченех пурăнатăп, анчах пурнăçпа, кун-çулпа хавхаланма пăрахмастăп,-çутă кулăпа чиперленет Мария Петровна. Хĕлле те май пур таран кăштăртататăп, ĕçрен ӳркенместĕп. Унтан, вăхăт çитерсе, телевизор пăхатăп, кĕнеке, хаçат-журнал вулатăп. Хăш-пĕр статьясене кӳршĕсемпе сӳтсе яватпăр. Сăмах çине каласан, пĕр çул та «Ял ĕçченĕ» хаçат çырăнмасăр юлман эпĕ.

Мария Петровна Сăхăтпуç ялĕнчи хресчен çемйинче кун çути курнă. Пилĕк ача пулнă вĕсем çемьере, Мария Петровна вара - иккĕмĕш. Ачалăхĕ, ытти вăрçă ачисенни пекех, нушаллă иртнĕ, алăран ĕç кайман: çурлапа тырă вырнă, хĕвел çунтарма тытăнниччен тесе ирех уя васканă, утă та çулнă çитĕннисемпе пĕрле карталанса, колхозри ытти ĕçсенчен те пăрăнман. Çăмăл килмен çамрăк шăм-шака, пурпĕр чунне панă. Килте тата пир тĕртмелле пулнă. Пурнăçĕ ансат пулмасан та, ашшĕпе амăшĕ, Петр Григорьевичпа Варвара Васильевна, ачисене хут вĕрентмешкĕн тимленĕ. Вĕсем тăрăшнипех Мария Петровна тăван ялĕнче çичĕ класс пĕтернĕ. Хĕрачан пуçĕнче учителе вĕренес çутă ĕмĕт тĕвĕленнĕ. Ăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе вăл Канашри педагогика училищине çул тытнă. Экзаменсене ăнăçлă панă хыççăн çамрăк хĕре студентсен йышне илеççĕ. Училищĕ-ре тăватă çул вĕренмелле. Кирек епле пулсан та, лайăх вĕренме, тарăн пĕлӳ илме çирĕп картса хунă хĕр. Мария Петровнан кашни эрнерех Канашран тăван ялне çурран танккама тивнĕ. Ара, укçа таврашĕ çитсе пыман çав хресчен çемйинче. Колхозра ĕç кунĕпе ĕçленĕ ун чухне, укçа паман вăл çулсенче. Вăрçă çулĕсем пурнăçа вăйлă хавшатнă. Ашшĕ те килте пулман, вăрçă хыççăн хĕрĕхмĕш çулсен вĕçнелле тин таврăннă килне. Çапах та яла килсен, килтисем пĕр эрнелĕх çăкăрпа ытти апат-çимĕç хатĕрлесе пама тăрăшнă хĕре. Малтанхи вăхăтра хулана Тăвай ялĕ витĕр, каярахпа Энĕшпуç урлă çӳренĕ. Автобуссем е паянхи пек газельсем пулман вăл вăхăтра тата çулĕсем те лав йĕррисем кăна тăсăлса выртнă. Занятисене ĕлкĕ-рес тесе килтен час-часах çурçĕр иртни пĕр сехетсенче çурран çула тухма тивнĕ. Пурăнасса общежитире пурăннă, хĕллесенче вара ăна вĕренекенсем хăйсемех хутса ăшăтса тăнă.

Темĕнле асаплă пулсан та, вăхăт чарăнса тăмасть. Пуçламăш класс учителĕн специальноçне алла илсен, 1950 çулта Мария Петровнана Оренбург облаçĕнчи Абдулино районĕнчи Степановка ялĕнчи ачасене вĕрентме кайма направлени параççĕ. Чăваш ялĕсем чылай-мĕн унта. Ăна чăваш чĕлхипе литератури вĕрентме шанаççĕ. Пиллĕкмĕш класран пуçласа саккăрмĕш класс таранчченхи ачасене вĕрентсе пурăнать вăл, çак ĕçе чунне парать. Пĕрлех тĕрлĕ обществăлла ĕçе пурнăçлать. Нумаях та вăхăт иртмест, хастар хĕре çар службинчен таврăннă çак ял каччи килĕштерсе пăрахать.

Юрату кĕтмест, часах çамрăксем çемье çавăрма шухăш тытаççĕ, туй тусах пĕрлешеççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсен çемйинче йыш хушăнать, хĕрпе ывăл çуралать. Хĕрне Алевтина, ывăлне Володя ят хураççĕ ашшĕпе амăшĕ. Тинех вĕсенчен телейли çук темелле. Анчах нумайлăха пӳрмен иккен çамрăк мăшăра пĕрле савăнса пурăнма. Упăшки, Алексей, вăрман касма кайсан вăйлă шăннине пула йывăр аптраса ӳкет, часах çĕре кĕрет. Юратнă арăмĕ мăшăрĕсĕр, ачисем тăван ашшĕсĕр тăрса юлаççĕ.

-Çичĕ çул çурă кăна пĕрле пурăнма ĕлкĕртĕмĕр. Вăл çав ялти чăваш çамрăкĕччĕ, ĕçчен те сăпай çынччĕ,-ассăн сывласа аса илет Мария Петровна.

Ачисем пĕчĕккĕ. Йывăр хуйха пĕччен чăтса ирттерме йывăррипе Мария Петровна тăван ялне таврăнма шухăш тытать, 1961 çулта ачисемпе пĕрле Сăхăтпуçне куçса килет. Алăсене усса ларма хăнăхманскер, çав çулхинех Улянкăри шкулта пуçламăш классене вĕрентме тытăнать. Икĕ çултан ăна тăван ялĕнчи - Сăхăтпуçĕнчи шкула куçараççĕ. Кунта вăл аслă классенчи ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Мĕн пенсие кайичченех, 1984 çулчченех, ял ачисене тарăн пĕлӳ тата тивĕçлĕ воспитани пама вăй хурать. Ачисем те кăмăллаççĕ ăна. Çавăнпах-и, тен, пенсие тухсан та тепĕр икĕ çул пуçламăш классенчи ачасене вĕрентет.

-Эпĕ Мария Петровна вĕренекенĕ пулнă, ăна яланах ырăпа аса илетĕп,-хăй шухăш-кăмăлне çапла яриех уçса панăччĕ манпа тĕл пулса калаçнă чухне Сăхăтпуç çыннисенчен пĕри.

Йывăрлăха парăнман Мария Петровна. Нихăçан та шанăçа, чыса çĕре ӳкермен, хăйшĕн, мăшăрĕшĕн, ачисемшĕн, çынсемшĕн пурăннă. Çакă вăй-хăват панă ăна. Чипер те типтерлĕ хĕрарăма качча тухма тилмĕрекенсем те пулнă, паллах, анчах килĕш-мен. Оренбург облаçĕнчен тăван ялне куçнă хыççăн пĕччен пуçпах (упăшкисĕрех) пӳрт лартма тивнĕ унăн. Малтан, килсенех, пĕр пĕчĕк пӳрт туяннă вăл халь пурăнакан вырăнта. Каярах вара майĕ-пен пысăк хăтлă çурт лартма вăй çитернĕ, мунча, хуралтăсем çавăрнă.

-Çурт никĕсĕ валли çырмара пĕчченех чул пуçтарса хатĕрлерĕм. Çынсене чăрмантарас темерĕм,-куç умне кăларать халĕ çав вăхăтсене.

Укçа çитсе пыманран, хăй каланă тăрăх, нимĕнле ĕçрен те пăрăнман вăл. Каникул кунĕсенче колхоз ĕçĕсене сиктермен. Çĕвĕ ĕçне пултарнăран, ял çыннисене кĕпе-йĕм çĕлесе парса пулăшнă. Халĕ Мария Петровнан ултă кĕтеслĕ пӳрчĕ илемлĕн курăнса ларать, тăррине хĕçтимĕр витнĕ, тулашĕнчен ку чухнехи материалпа сăрнă. Чӳречисем урамалла та, картишнелле те пăхаççĕ. Урам енчи чӳречерен каçхине те юпа çинчи лампа çути сăрхăнать.

Ачисене те чун ăшшине парса ӳстернĕ. Вĕсем иккĕшĕ те аслă пĕлӳ илнĕ. Хĕрĕ, Алевтина, Шупашкарта çемьеленсе пурăнать, шкул çулне çитмен ачасене пĕлӳ паракан учрежденире заведующи çумĕ пулса ĕçлет. Володя, Владимир Алексеевич, Оборона министерствин строительство фирминче ертсе пыракан инженер-программистра тăрăшать. Мария Петровна хăйĕн ачисемпе тата мăнукĕсемпе савăнать. Альăн икĕ хĕр, иккĕшĕ те аслă пĕлӳ илнĕ, ĕçлеççĕ. Володьăн ывăлĕ Алексей Мускавра, патшалăхăн техника университетĕн-че (Н.Э.Бауман ячĕпе хисепленекен МГТУра) пĕлӳ илет, лайăх паллăсемпе кăна вĕренет. Вĕсем Мария Петровна патне шăнкăравласах тăраççĕ, килсе те çӳреççĕ. Иртнĕ канмалли кунсенче те, акă, хуларан Сăхăтпуçне килсе, юратнă асламăшне цифрăллă çĕнĕ телевизор вырнаçтарса панă мăнукĕсем, хуларанах илсе çитернĕ ăна.

-Çапах та киввипех пăхма кăмăллатăп, хăнăхнă,-тет Мария Петровна.

Çĕнĕ сĕтел те пухса вырнаçтарса панă.

Вăл килĕнче тĕлĕнмелле лайăх упранакан кавăнсем те кăтартрĕ пире.

-Вĕсене пĕçерсе çиме юрататăп. Кăмакара пĕçеретĕп, духовкăра. Лайăх пылланса пиçеççĕ. Сывлăхшăн питĕ усăллă. Сире те кавăнсем лартса тума сĕнетĕп,-терĕ.

Çăкăрсенчен хурине çиме юратать, унта организмшăн кирлĕ япаласем нумайрах пулнине калать. Канфет-пĕремĕке те кăмăллать.

-Инçерех пирки, лавккана хам кайса çӳреместĕп. Кӳршĕсем илсе килсе параççĕ, вĕсем лайăх манăн,-савăнса пĕлтерет вăл.

Çу каçа çĕрулмипе, пахчаçимĕçпе тăрмашнине калать, «вĕсене çителĕклĕ туса илме тăрăшатăп» тет. Ачисене те тивĕçтерет вĕсемпе.

-Ĕçрен хăраманран, пĕрмай ĕçленĕрен çак таранччен пурăнатăп та эпĕ,-кăмăллăн пĕлтерет Мария Петровна.

Вăл хăй ĕмĕрĕнче нумай Тав хутне, «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн» медале, «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнăшăн ăна паянхи кунччен те юбилей медалĕсемпе тата тав хучĕсемпе наградăлаççĕ. Манмаççĕ хисеплĕ ветерана тата наставнике. Нумайăшĕшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать вăл. Ӳлĕмрен те пурнăçăр савăк та телейлĕ кунсемпе хушăнса пытăр сирĕн, çирĕп сывлăхлă та вăрăм кун-çуллă пулăр.

 

 
 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика