Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулта хăюлăх урокĕ иртрĕ

12 февраля 2019 г.

Шкулта хăюлăх урокĕ иртрĕ

Пушартан сыхланнине нимĕн те çитмест. Кирек хăçан та аслисен те, ачасен те асăрхануллă пулмалла. Уйрăмах пĕчĕккисене асăрхануллă пулма вĕрентмелле. Юлашки  вăхăтра пушарта ачасем вилнĕ тĕслĕхсем те пулаççĕ. Çавăнпа та ку енĕпе  тимлĕхе аслисен те çухатмалла мар. Ачасемпе профилактика мероприятийĕсем ирттерме тăрăшмалла. Вĕсене шăрпăкпа выляма юраманни тата пушар сиксе тухсан хăйсене мĕнле тытмалли çинчен час-часах аса илтерсе тăмалла.

Акă иртнĕ эрнекун Питĕшкасси шкулĕнче вĕренекенсемпе районти пушар надзор инспекцийĕн ĕçченĕсем çак тĕллевпех курнăçрĕç. Асăннă мероприятие Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин Чăваш Республикинчи Етĕрнери уйрăмĕн председателĕ Сергей Чернов тата «Пограничниксен пĕрлĕхĕ» Чăваш Республикинчи пограничниксен общество организацийĕн представителĕсем те хутшăнчĕç.

Чи малтанах районти пушар надзор инспекцийĕн начальникĕ Анастасия Гордеевăпа Алексей Мешков дознаватель шкулта пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслерĕç. Вĕренÿ учрежденийĕнчи эвакуаци çулĕсене пăхса тухрĕç. Çитменлĕхсене те асăнчĕç.

Сăмах вĕççĕн каланинчен ытла ĕçпе çирĕплетни лайăхрах. Çавăнпа вĕренÿ те иртрĕ. Пушар тухнине пĕлтерекен сигнал ĕçлесе кайнă хыççăн ачасем кĕске вăхăтра пурте шкултан хăрушсăр вырăна тухса тăчĕç. Çăлăну тăватă минута яхăн тăсăлчĕ. Класс ертÿçисем харпăр хăй класĕнчи ачасен шутне пĕлтернĕ хыççăн Сергей Порфирьевич сăмах илчĕ. Вăл инкек сиксе тухсан пушар сÿнтермелли пĕрремĕш хатĕрсемпе усă курмалли çинчен ăнлантарса пачĕ. Огнетушительсем çинчен ачасем мĕн пĕлнине те тĕрĕслерĕ. Ун хыççăн аслăрах классенче вĕренекенсем огнетушительпе усă курма пĕлнине те кăтартрĕç. Ку енĕпе С.Чернов пулăшрĕ, сĕнÿсем пачĕ.

Вĕренÿ ирттернĕ хыççăн ачасем шкул çуртне куçрĕç. Кунта Анастасия Гордеева тата Алексей Мешков 2-6-мĕш классенче вĕренекенсемпе тĕл пулнă май пушарта хăйсене мĕнле тытмалли, инкекрен епле сыхă пулмалли çинчен асăрхаттарчĕç. Асра тытмалли хутсем те валеçсе пачĕç. Анастасия Валериановна çавăн пекех çуркунне çывхарса килнĕ май пăр çине кĕме юраманни çинчен те каларĕ. Шыв-шур хĕрне юр ирĕлнĕ вăхăтра аслисемсĕр кайма юраманнине те палăртрĕ. Тĕлпулура вăл МЧС ĕçĕ çинчен те каласа пачĕ. Спортпа туслă пулма тата вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыма та сĕнчĕ.

Çав вăхăтрах иккĕмĕш хутра вăтам тата аслă классенче вĕренекенсемпе пограничниксен пĕрлĕхĕ тĕлпулăва малалла тăсрĕ. Хальхи вăхăтра оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ пынă май пограничниксемпе тĕл пулни питех те вырăнлă пулчĕ.

Патриотизм туйăмне ачаран çирĕплетмелле. Паттăр пулса çуралмаççĕ, паттăр ятне çĕнсе илеççĕ тени те вырăнлă кунта. Çавна май Сергей Чернов пограничниксен пĕрлĕхĕн Етĕрнери уйрăмĕн председателĕ те пулнă май республикăри пограничниксен общество организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Александр Токсубаев тата Сергей Антипин пограничниксем хăйсен службăри вăхăчĕсене аса илчĕç. Ĕнерхи чикĕ сыхлакансем Чечен, Афганистан Республикисенчи çапăçусенче пуçне хунисене асăнса видеоролик та илсе килнĕ. Ачасене унпа паллашма питех те килĕшрĕ. Унта паттăр ĕçсем тума хистекен самант та сахал мар пулчĕ.  Сăмах май, Питĕшкасси шкул директорĕ Юрий Сергеев та чикĕ сыхлакансен çарĕнче службăра тăнă. Вăл та хĕрÿ вырăнсенче пулни çинчен каласа пачĕ.

Калаçу вĕçĕнче Анастасия Гордеева шкул ачисене тепĕр хут пушартан сыхланмалли çинчен аса илтерчĕ. Çын пурнăçĕ малти вырăнта тăни çинчен манмалла мар. Çавăнпа та инкекрен сыхланни пуринчен аван.  

Çакăн пек «Хăюлăх урокĕсем» ирттерни вĕренекенсемшĕн, уйрăмах пулас салтаксемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Шăпах çар вăхăтĕнче-çке патриотизм туйăмĕ çирĕпленет. Çакна вара чи малтанах шкул вăхăтĕнче чухнех никĕслентермелле.

Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.     

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика