Алдиаровское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт - пурнăç тĕрекĕ

08 февраля 2019 г.

Спорт - пурнăç тĕрекĕ

«Спорт - ĕçре пулăш»-тенине те асрах тытаççĕ эльенсем. Ял депутачĕсемпе, старостăсем пĕрле çирĕплетнĕ планпа килĕшӳл- лĕн пулса пырать мĕнпур ĕç-пуç.

Кăрлач уйăхĕнче волейболла вылякансен «Раштав турнирĕ» пуçлать мероприятисен планне. «Çветуй Валентин» кунĕнче те волейболистсен ăмăртăвĕ хĕрӳ иртрĕ. Хальхинче арçынсемпе хĕрарăмсен хутăш командисем тупăшрĕç. Тăватă команда хушшинче ураскассисем мала тухрĕç.

Элпуç тăрăхĕнче йĕлтĕр спорчĕпе уйрăмах туслă. Çавна май хĕллехи сезонра темиçе ăмăрту та йĕркеленет. Акă, нарăс уйăхĕн-че хĕллехи спорта юратакансем «Раççей йĕлтĕр йĕрĕнче» хастарлăхпа палăрчĕç: районта та, ял тăрăхĕнче те маттур пулчĕç. Пуш уйăхĕнче вара Ураскассинче çулсеренех иртекен «Хаваслă йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту таврари йĕлтĕрçĕсене, Канашри, Вăрмар районĕнчи вун-вун спортсмена та пухрĕ (сăн ӳкерчĕкре). Тĕрлĕ ӳсĕмри йĕлтĕрçĕсем хушшинче питех те çивĕч иртнĕ тупăшура хамăр енчисем вăйлă пулчĕç. Çемйи-çемйипех те хутшăнаççĕ унта. 65 çултан иртнисем те тăраççĕ йĕлтĕр çине.

Хĕллехи спорт сезонне Эл тăрăхĕнчи пулăç-сем вĕçлерĕç. Ураскассинче тата Элпуçĕнче иртрĕ вĕсен тупăшăвĕ. Чи маттур пулăç ятне Владимир Афанасьевпа Виталий Харитонов тивĕçлĕ пулчĕç.

Йăлана кĕнĕ çимĕкре иртекен футбол тата волейбол турнирĕсем те массăлăхпа палăрса тăчĕç.

В.Г.Груздева асăнса ирттерекен турнира пĕлтĕр те тăватă команда хутшăнчĕ. Куçса çӳрекен кубока Çĕнçырма çамрăкĕсем çĕнсе илчĕç.

Авăн уйăхĕнчи «Наци кросĕнче» те Элпуç тăрăхĕнчи çăмăл атлетсем хастарлăх кăтартрĕç, районти ăмăртусенче те палăрчĕç.

Кăçал та чылай ăмăрту-турнир ирттерме палăртнă. Умра - «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ».

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429293, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Алдиарово, пер. Набережный-13
Телефон: 8(83548) 2-02-07
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика