Алдиаровский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур Гурьевскм

08 февраля 2019 г.

Маттур Гурьевскм

Ял куç умĕнче ӳссе, аталанса, хитреленсе пынишĕн чун савăнать. Пултаруллă, тăрăшуллă çын сахал мар пирĕн пĕчĕк ялта та. Галина Гурьеванах илер. Вăл Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ӳс-нĕ. 1979 çулта Нӳшкассинчи Владислав Гурьевпа çемье çавăрнă.

Малтанхи утăмсене тума çамрăксене çăмăл пулман. Хăйсен кун-çулне вĕсем мунча пек пĕчĕк çуртран пуçланă. Пус çумне пус хушса каярах çурт лартрĕç. Упăшки - шоферта, арăмĕ колхоз бригадинче тăрăшрĕ. Ун хыççăн Галина Павловна Канашри чукун çул станцийĕнчи депона ĕçе вырнаçнă. Унта вăл 30 çул вăй хучĕ. Хастарлăхĕшĕн чылай Хисеп хучĕпе чысланă.

Мăшăрĕпе виçĕ ывăлпа тăватă хĕр ӳстерчĕç. Пурне те пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларчĕç. Канашра ĕçленĕ вăхăтра та колхоз ĕçне пăрахман хĕрарăм. Тивĕçлĕ канури Галина Павловна паян вун икĕ мăнукĕпе савăнать. Асламăшне, кукамăшне хисеплеççĕ вĕсем.

Гурьевсен виçĕ хĕрĕ ялтах тĕпленчĕç, пурте ĕçлĕ. Вăталăх ывăлĕ Александр та ял хĕрне качча илчĕ, тăван тăрăхрах йăва çавăрчĕ. Вăл - ял старости, пуçаруллă та маттур пулнăран депутата суйларĕç ăна (сăн ӳкерчĕкре сылтăмран пĕрремĕшĕ).

Амăшĕ ачисемпе чăннипех савăнать. Пĕр çемьере тăватă ача тăван ялта юлса çемье çавăрни районта кăна мар, республикăра та сахал пулĕ. Тĕрĕссипе, тăваттă çеç те мар, пилĕк ача. Кĕçĕн ывăлĕ те ялах юлать. Питĕ харсăр каччă. Гурьевсен кĕçĕн хĕрĕ те юнашар яла качча тухнă. Тăван ялăн малашлăхĕ пурах. Ара, пултаруллă, ĕçчен çак йăха малалла тăсакансемех чылайăн çитĕнеççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика