Яншихово-Норвашское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » И.Я.Яковлев тата Енĕш Нăрваш шкулĕ

24 апреля 2018 г.

И.Я.Яковлев тата Енĕш Нăрваш шкулĕ

Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕнче, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, республикăра çуллен чăваш чĕлхин кунне паллă тăваççĕ. Аслă вĕрентекенĕмĕр Тăвай тăрăхĕшĕн те питĕ хаклă.
Енĕш Нăрваш шкулĕнче ĕçленĕ ватă учительсен аса илĕвĕсем тăрăх, чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев Енĕш Нăрваш ялне 12 хутчен килсе кайнă.
Чи малтанах вăл 1879 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче ял халăхĕпе шкул çурчĕ тума çĕр уйăрас ыйтăва çĕкленĕ. Çав саманта сăнланă П.М.Меркурьевăн картини музейра пур. Çурт умĕнче пысăк калăплă чул çине мрамор плитасем вырнаçтарнă. Пĕрин çине “На эту землю впервые вступил И.Я.Яковлев 12 октября 1879 г.” тесе çырса хунă. Тепĕр плити çине И.Я.Яковлев кĕнеке тытса тăракан силуэта вырнаçтарнă.
Каярахпа вăл Енĕш Нăрваша шкул çурчĕ тума укçа-тенкĕ пуçтарас, йывăç, кир-пĕч, çырма чулĕ хатĕрлес ыйтусемпе те килсе çÿренĕ. Шкула 1896 çулта тума пуçланă, проекта та хăй хатĕрлеттернĕ, ăстасене Канаш районĕнчи Высоковка ялĕнчи вырăссене тара тытнă. Пĕлÿ çуртне 1903 çулта хута янă, çав çулхине кĕркунне Аслă Вĕрентекенĕмĕр юлашки хут Нăрваш ялĕнче пулнă. “Шкул çуртне лайăх тунă, ачасене вĕрентмелле”, - тенĕ. Çав историлле саманта сăнлакан П.М.Меркурьев художникăн икĕ картини музейра упранать. “Данное здание школы было построено при содействии Чувашского просветителя И.Я. Яковлева в 1896-1903 г.г.” тесе çырнă вывеска çакăнса тăрать халĕ унта кĕнĕ çĕрте.
Çавăн пекех ачасен пĕлÿ шайне пĕлес тесе, Иван Яковлевич Енĕш Нăрваш шкулне тĕрлĕ экзаменсене те киле-киле кайнă. Чи пултаруллисене Чĕмпĕре вĕренме пыма йыхравласа хăварнă. Шкул çуртĕнче вырнаçнă музейра халĕ Яковлев парнисем те упранаççĕ. Вĕсен шутĕнче - пысăк юман сĕтел, доска, шкаф тата этажерка. Енĕш Нăрвашсем чăвашсене çутта кăларассишĕн ырми-канми тăрăшакана ырăпа асăнса чунра тытаççĕ. Музейра Иван Яковлевичăн бюсчĕ (авторĕ Ю.Ксенофонтов) тата “И.Я. Яковлев - студент Казанского университета” ятлă (А.П.Майраслов калăпланă) скульптура ĕçĕ те пур.
Юлашкинчен çакна та каламалла, И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул тултарнă май, Енĕш Нăрвашри музей, унăн ячĕпе упранакан экспонатсем чăннипех те пысăк пĕлтерĕш- лĕ. Чăваш Республикинче халĕ И.Я.Яковлев тăрăшнипе туса лартнă шкул çурчĕ-сем мĕнпурĕ те икĕ çĕрте кăна упранса юлнă. Вĕсенчен пĕри - Элĕкре, унта та халĕ музей вырнаçнă, тепри - пирĕн Енĕш Нăрвашра. Чăваш халăх Улăпĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тарăнрах паллашма пурне те музея йыхравлатпăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика