Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр салтак ячĕпе - турнир

29 мая 2018 г.

Ишпарайкка ялĕнче çуралса ÿснĕ, 1984 çулта Афганистан вăрçинче хăюлăхпа палăрса пуçне хунă Олег Прокопьев çамрăк сержант ячĕпе иртекен футбол турнирне ирттересси йăлана кĕчĕ. Иртнĕ кунсенче Шĕмшеш ял тăрăхĕн çĕрĕ çинче футбол турнирĕ пулнă. Çак мероприятие Олег Николаевичăн çывăх çыннисем тата пĕрле службăра тăнисем, Муркаш тата Элĕк районĕсен çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ Владимир Казаков, Шĕмшеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Марков, «Афганистан ветеранĕсен Раççейри союзĕ» районти уйрăмĕн правленийĕн председателĕ Валерий Иванов хутшăннă. Турнира килнисем паттăр салтакăн вил тăпри çинче пулнă, футболла вылянă. Турнирта çĕнтерÿçĕ ятне «Туслăх» команда тивĕçнĕ. Николай Иванов чи лайăх вратарь пулнă. Афганецсен пĕрлĕхĕ ăмăртăва хутшăннисене салтак пăтти çитерессине те йĕркеленĕ.  

 

 
 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика