Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кил-çурт лартма - сертификат

21 декабря 2018 г.

Декабрĕн 19-мĕшĕнче, Пĕрлехи информаци кунĕнче,  6 çемье çĕр участокĕсен сертификатне илнĕ. Вĕсене Çĕнĕ çул умĕнхи парнене тивĕçнĕ ятпа Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов саламланă.

Çавăн пекех декабрĕн 18-мĕшĕсенче район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухиччен cавăнăçлă лару-тăрура Элĕк çĕрĕ çинче пурăнакан нумай ачаллă çемьесене тавăрса памалла мар çĕр лаптăкĕсен сертификачĕсене панă. 

Вĕсене Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Наталья Яхатина, район пуçлăхĕ Владислав Волков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов саламланă. Çĕр участо- кĕсен хуçисем Шĕмшеш ял тăрăхĕнчен пĕр çемье, Элĕк ял тăрăхĕнчен - 15, Тенирен - 1, Тавăт тăрăхĕнчен - 2, Ураскилт енчен пĕр çемье сертификатлă пулнă. Вĕсенчен 15-шне уйрăм кил-çурт туса лартмалли çĕр лаптăкĕ уйăрса панă. Пурĕ 23038 тăваткал метр чухлĕ.

Пĕлсе тăма: Кăçалхи декабрĕн 18-мĕшĕ тĕлне районта çĕр участокĕ илме черете тăнă  нумай ачаллă 175 çемьене учета илнĕ. Учетра тăракан йышлă 143 çемьене çĕр лаптăкĕ панă. Вăл шутра 88 çемье 56,7 гектар çинче килти хушма хуçалăх пуçарса яма, 55-шĕ пурĕ 5,9 гектар çĕре уйрăм кил-çурт купаласа лартма илнĕ. Районта çĕр участокĕсем памалли пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 62,6 гектарпа танлашать.     

(Хамăр инф.).

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика