Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕмĕрсем ячĕпе - курав

31 августа 2018 г.

Шупашкарти Чăваш наци музейĕнче «Музей пилĕкçуллăхĕ» ярăмпа «Вĕсемпе Элĕк районĕ мăнаçланать» курав ĕçлеме пуçларĕ. Асăннă курава Элĕк районĕнчи литературăпа краеведени музейĕн фончĕпе усă курса хатĕрленĕ.

Музейпа курав центрĕн заведующийĕ Надежда Аркадьевна Сельвестрова чи малтанах «Музей пилĕкçуллăхĕ» проктпа паллаштарчĕ. Владимир Александрович Иванов профессор, Элĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ, «Элĕк ачи» ентешлĕхĕн ертÿçин çумĕ паллă ентешĕмĕрсен çитĕнĕвĕсемпе тивĕçĕсем çинчен каласа пачĕ. Унсăр пуçне Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин музейне йĕркелекенсенчен пĕри Геннадий Михайлович Михайлов краевед чылай çĕннине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех Элĕк районĕнче çуралса ÿснĕ КГБ генерал-майорĕ Вячеслав Архипович Тихонов тата ВОСВОД генерал-лейтенанчĕ Валерий Филиппович Филиппов каласа пани те пухăннисене тыткăнларĕ. Кĕнеке издательствин, район хаçачĕн унчченхи редакторĕ Петр Николаевич Соловьев, КПССăн Элĕк ĕçтăвкомĕн 1-мĕш секретарĕ Юрий Ильич Семенов районти интереслĕ пулăмсем çинче чарăнса тăчĕç.

Çавăн пекех куравра халăх музыка инструменчĕсене хатĕрлекен Пантелеймон Николаев ĕçĕсемпе те паллашма май пур. Вăл маçтăрланă инструментсем курава интереслĕрех тата пуянрах тăваççĕ. Герасим Харлампьевăн кĕнкисенче тата журналсенче пичетленсе тухнă иллюстрацийĕсем те куракансемшĕн пĕлтерĕшлĕ те витĕмлĕ. Çавăн пекех куравра Мăн Ямаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Захар Трофимович Трофимов генерал-майор кительне, Илле Тукташ кĕнекисене курма пулать.

Асăннă курав Чăваш наци музейĕнче сентябрĕн 24-мĕшĕччен ĕçлет.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика