Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветеринари служби çирĕп ыйтать

31 августа 2018 г.

Августăн 31-мĕшĕнче - ветеринари службинче ĕçлекенсен кунĕ. Çак професси çыннисем хăйсен уявне епле кĕтсе илеççĕ-ха; Вĕсен кăтартăвĕсем, ĕмĕт-тĕллевĕсем мĕнлерех; Çавăн çинчен каласа пама ыйтрăмăр та районти ветеринари станцийĕн начальникне В.М.Афанасьева.

- Валерий Михайлович, эсир хăвăр сăмахăра мĕнрен пуçланă пулăттăр;

- Районти ветеринари тытăмĕнче пурĕ 30 специалист вăй хурать. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсене, килти хушма хуçалăхсене ветеринари станцийĕпе 8 ветеринари участокĕ тата 2 лечебница пăхса тăраççĕ.

Пирĕн службăра - опытлă çынсем. Ветеринари станцийĕнчи Лариса Львова, Вера Яковлева, Виктор Николаев врачсем, Ольга Андреева тĕп бухгалтернумай çул вăй хураççĕ. «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче яланах малта пырать. Унăн сумлă ĕçĕ-хĕлĕнче ветеринари ĕçченĕсен тÿпи пĕчĕк мар. Кунти ветслужбăна Людмила Константинова пултаруллăн ертсе пырать. Галина Евдокимова, Людмила Арсентьева тухтăрсем те хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ.

Çавăн пекех Ураскилтри ветеринари участокĕнчи Лилия Калмыкова, Вырăс Сурăмĕнчи ветеринари участокĕнчи Людмила Павлова, Кĕçĕн Тăванти ветеринари участокĕнчи Петр Петров врачсем, Мăн Вылăри Дина Иванова, Карачурари Фаина Редькова, Питĕшкассинчи Альбина Павлова, Ехремкассинчи ветеринари участокĕнчи Фаина Андреева та ырă ĕçĕсемпе чыс-хисепре.

- Ветеринари специалисчĕсен тĕп ĕçĕсене те асăнăр-ха.

- Пирĕн ĕçченсем кулленех тĕрлĕрен ветеринари-санитари мероприятине ирттереççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе чир-чĕртен вакцинацилеççĕ. Диагностика тĕпчевĕ, сиплев ĕçĕсем енĕпе вăй хураççĕ.

Юлашки вăхăтра кайăк грипĕ пысăк хăрушлăх кăларса тăратрĕ. Çавна май ку енĕпе çине тăрсах сыхлантăмăр. Вырăнсенче тĕрĕслев мероприятийĕсем ирттертĕмĕр.

- Выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçсем хĕрсех пыраççĕ. Унăн пахалăхĕ пирки мĕн каланă пулăттăр;

- Сĕт, аш-какай пахалăхĕ выльăха мĕнле тăрантарнипе çыхăннă. Çавна шута илсе, пирĕн специалистсем вырăнсене тухса çÿреççĕ, выльăх апачĕн тĕслĕхне лабораторие ярса параççĕ. Тĕпрен илсен, пахалăх япăх марри палăрать.

- Сĕт пахалăхĕ енĕпе ыйту çивĕч тăрать. Çакăнта ветеринари служби аякра тăмасть пулĕ.    

- Çапла, сĕт пахалăхĕпе тăтăшах интересленетпĕр. Кăçал ку таранччен 450 тĕслĕх илни паллă. Паянхи куна илсен, сĕте килограмне 14-16 тенкĕпе йышăнаççĕ пулсан, ял çынни паха чĕртавар хатĕрлесе укçа-тенкĕ ытларах ĕçлесе илме пултарать.  

- Валерий Михайлович, ветеринари служби нумай енлĕ ĕçлесе пыни паллă. Выльăхсене искуствăлла майпа пĕтĕлентересси мĕнле пулса пыни çинчен те пĕлтерĕр-ха.

- Ку енĕпе чылайранпа вăй хуратпăр. Ĕнесене пĕтĕлентермелли пунктсем 2 шутланаççĕ. Пĕри ветеринари станцийĕнче ĕçлет, тепри - Кĕçĕн Тăванти ветеринари участокĕнче. Выльăхсене пĕтĕлентерессипе Кĕçĕн Тăванти ветеринари учас- токĕнчи Петр Петровпа Галина Афанасьева питĕ тăрăшуллă.

- Хăвăр ĕçри шухăш-ĕмĕт çинчен те калăр.

- Ерекен тата ытти чир-чĕр ан сарăлтăр, апат-çимĕç продукчĕсем пахалăхлă тата çынсемшĕн хăрушлăхсăр пулччăр тесе кулленех вăй хуратпăр. Çавна май профилактикăпа сиплев ĕçĕсем тĕп вырăнта. Планпа палăртнă ытти диагностика тата пăхса тăмалли мероприятисем те пысăк тимлĕхре.

Юлашкинчен çакна калама уйрăмах кăмăллă. Ветеринари тытăмĕнче вăй хуракансене, ветерансене професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Малашне те ăнăçлă ĕçлеме çирĕп сывлăх, çемьере тăнăçлăхпа килĕшÿ, телей сунатăп. Мĕн ĕмĕтленни пĕтĕмпех пурнăçа кĕрсе пытăр.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика