Алдиаровское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнçырмасен - çĕнĕ культура çурчĕ

29 декабря 2018 г.

Çĕнçырмасен - çĕнĕ культура çурчĕ

Акă вăл - Çĕнçырма ялĕнчи çĕр вырăнлă çĕнĕ культура çурчĕ. Тăпкăл-тăпкăл, çутă та хăтлă кермен. Ялта çакнашкал клуб пуласси çинчен илтсен, ял халăхĕ савăнмасăр тăма пултарайман ĕнтĕ. Вырăнти инфраструктурăна аталантарссине пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе пурнăçламалли проектпа ĕçе кĕнĕ çак клуб. Ăна пурнăçа кĕртме ял çыннисем, юридически лицосем, предпринимательсем 250 пин тенкĕ пухса панă. 2 млн. та 676 пин те 670 тенки - ял тăрăхĕн бюджетĕнчен уйăрни. Кирлĕ суммăн пысăк пайне - 4 млн. тенкине - республика бюджетĕнчен парса пулăшнă. Çапла хăпартнă тата ĕçе кĕнĕ çак чаплă çурт. Ăна Сергей Николаевич Елисеев ертсе пыракан «Геолог» ООО подрядлă организаци кĕске хушăрах - виçĕ уйăхрах - туса пĕтернĕ. Ертÿçĕ хăй те 50 пин тенкĕ хывнă клуб тунă çĕре. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.А.Зорин та 50 пин тенкĕ панă. Тăвайри «Коммунальник» ООО ертÿçи Ю.А.Ефимов, М.С.Иванов, С.В.Нилов предпринимательсем, В.А.Васильев, Л.А.Кабакова тата ыттисем те хăйсен тÿпине хывнă. Вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.М.Гаврилов та айккинче юлман. Шкул ĕçченĕ В.А.Кабаков, Ф.Г.Максимов староста, ял çыннисем сахал мар ĕç туса пулăшнă. Пĕр тĕллевпе алла-аллăн тытăнса вăй хунипе çуталса ларать паян çак çĕнĕ клуб. Республикăри тата вырăнти ертÿçĕсене те тав тăваççĕ ял çыннисем уншăн, вĕсен тимлĕхĕпе тăрăшулăхĕнчен питех те нумай килнĕ, теççĕ.
Çĕнĕ культура çуртне уçнă çĕре сумлă хăнасем килнĕ: Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, «Геолог» ООО подрядлă организаци ертÿçи Сергей Елисеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке. Кунтах - Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Гаврилов тата ыттисем те. Вĕсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Çĕнçырма ялĕнче культура вучахĕ çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнă ятпа ял халăхĕ те, кÿршĕ ялсенчен те çынсем чылайăн пухăннă. Çак уяв раштавăн 28-мĕшĕнче 11 сехетре пуçланнă. «Вĕр-çĕнĕ клубра культура пурнăçне çĕклеме, çынсен пушă вăхăтне кирлĕ пек йĕркелеме, харпăр хăй интересĕпе занятисем ирттерме пысăк зал та, кружоксен пÿлĕмĕсем те, ытти те пур. Клуб валли чаршав та, сĕтел-пукан та туяннă. «Музыка инструменчĕсемпе ытти кирлĕ хатĕрсем те пулаççĕ»,-терĕ Александр Михайлович. Çапла вара ку чухнехи çĕнĕ клуб ял çыннисен культура пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртĕ.
Пухăннисене Владимир Ванерке, Николай Малов тата ыттисем çĕнĕ клуб уçăлнă ятпа тата çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа саламланă, культура çуртне тума тÿпе хывнă çынсене тав тунă, грамотăсем, парнесем панă. Николай Малов Элпуç шкулĕн директорне, вырăнти депутатсен Пухăвĕн депутатне Лариса Кабакована, Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхне Александр Гаврилова, подрядчике - «Геолог» ООО директорне Сергей Елисеева Тав çырăвĕсем тата парнесем панă. ЧР культура министерствин Тав çырăвне Элпуçĕнчи культура çурчĕн директорĕ Алексей Моисеев тата Элпуçĕнчи вăтам шкулăн водителĕ Владимир Кабаков тивĕçлĕ пулнă.
Подрядчик Сергей Елисеев Çĕнçырмари культура çурчĕн символ пĕлтерĕшлĕ уççине ?сăн ÿкерчĕкре/ Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхне Александр Гаврилова тыттарнă.
Ялти çамрăк ачасем хăйăва хаваспах каснă.
Унтан çĕнĕ культура çуртĕнче районти пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа савăнтарнă ял халăхĕпе унта пухăннă çынсене.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429293, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Алдиарово, пер. Набережный-13
Телефон: 8(83548) 2-02-07
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика