Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эх, шÿтлес-тĕк, шÿтлес…

13 февраля 2018 г.

Çапларах шухăшсенчен пуçларĕç те пулĕ çамрăксем иртнĕ эрнекун Элĕкри культура çуртĕнче иртнĕ Савăнăçлисемпе тавçăруллисен клубĕнче. Пурнăçра шÿтсĕр пурăнма пачах та кичем. Мĕн чухлĕ нумайрах кулатăн, çавăн чухлĕ çын пурнăçĕ тăсăлать тени те тĕрĕсех-ши вара; Çак конкурса шăп та лăп кулма, шÿтлеме юратакансем пухăнчĕç те.

Савăнăçлисен тата кулăш ăстисен клубĕ çулсеренех ра- йонта та аталанса пырать. Кăçал та унта районти сакăр шкул хутшăнчĕ. КВНа хутшăнакансене тата залра пухăннисене чи малтанах район пуçлăхĕ, Элĕк вăтам шкулĕн директорĕ Владислав Волков саламларĕ. Вăл асăннă клуб юхăмне юратни çинчен пĕлтерчĕ. Ачасен пултарулăхĕ çулран-çул ÿссе пынине палăртрĕ. Çав вăхăтрах вĕренекенсене халалланă шÿчĕсем питех те вырăнлă пулчĕç.

Владислав Константинович кунта хутшăнакансене ăнăçу сунса хавхалантарчĕ, сĕнÿсем пачĕ. Ачасен кăмăлĕ вара татах та çĕкленчĕ.

Хумхануллă самант та çывхарчĕ. Кăçал вĕренекенсен пултарулăхне республикăран килнĕ хăнасем те хаклаççĕ вĕт. Вĕсем - Шупашкар хулин КВН шкул лигин директорĕ Роман Сергеев, Чăваш Енри КВН директорĕ Михаил Елисеев, унсăр пуçне Элĕкри Ача-пăча тата çамрăксен пултарулăх центрĕн директорĕ Олимпиада Лазарева пулчĕ.

Ытти çулсенчи пекех халĕ те командăсем икĕ конкурса хатĕрленнĕ. Пĕрремĕшĕнче - командăсен хăйсемпе паллаштармалла, иккĕмĕшĕнче - юрра-ташша маттур пулнине çирĕплетсе килти ĕçне кăтармалла.

Тÿрех палăртам, иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăçал кашни командах тĕплĕн хатĕрленни курăнчĕ. Вĕсем хушшинче чăн-чăн артист рольне выляма пултаракансем те чылаййăн. Çав вăхăтрах шÿтсен çивĕчлĕхĕ, вĕсен пĕлтерĕшĕ, интереслĕ сценкăсем, кулăшла миниатюрăсем кăтартни курма килнисене самаях савăнтарчĕç. Кулăшла самантсем «Солянка» (Питĕшкасси), «679» (Шĕмшеш), «Акуна Матата» (Ураскилт), «13+» (Мăн Вылă), «008 и К» (Элĕк), «Жара» (Чăваш Сурăм), «Рекламный ролик» (Тавăт), «2+2=5» (Юнтапа) командисен кашнинех туллиех пулчĕç. Нумайăшĕ вĕсенче шкул пурнăçĕнчи самантсене çутатса пачĕ. Вĕренекенсем ку е вăл сăнара калăплама та ăста-çке. Акă мĕнлерех вĕсем çеккунт хушшинчех пĕр сăнартан тепĕр сăнара куçма пĕлеççĕ. Шÿт вăхăтĕнче юрра-ташша та питĕ маттур пулни палăрчĕ. Çапла майпа конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, пĕрремĕш вырăна Элĕкри вăтам шкулта вĕренекенсен «008 и К» команди йышăнчĕ. Иккĕмĕш вырăнсене «Рекламный ролик» тата «2+2=5» командăсем тивĕçрĕç. «Акуна Матата» виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

Куракансем чарăнмасăр кулса ларчĕç пулин те, жюри çирĕп пулни туйăнчĕ паллах. Апла пулмасăр, вĕсем кашни критериех шута илеççĕ. Çавна май ытлашши выляса кĕрсе кайни те килĕшÿсĕр пулнине туйрĕç иккен. Вырăнсене палăртнă хыççăн жюри членĕсем ачасене малашне КВНа мĕнле хатĕрленмелли çинчен сĕнÿсем пачĕç.

А.СИЛИВЕСТРОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика