Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи хаклă çын - кукамай

12 января 2018 г.

Манăн кукамай Чулкаç ялĕнче пурăнать. Вăл Галя ятлă. Хăйĕн вăхăтĕнче пилĕк ачана пурнăç çулĕ çине тăратнă. Паянхи кун вĕсенчен чылайăшĕ хулара пурăнаççĕ. Кукамайăн сакăр мăнук. Эпир ялта пурăнатпăр, тĕрлĕ классенче вĕренетпĕр. Анне ют хулана ĕçлеме çÿренĕрен пире ытларах кукамай пăхать. Вăл выльăх-чĕрлĕх чылай тытать. Çавна май кукамайăн алă усса ларма вăхăт çук. Эпир вĕреннĕ чухне килти ĕçсене хăех тума тăрăшать. Шкултан килсен вара кукамая пулăшма васкатпăр: кил таврашĕнчи юра хыратпăр, ĕнесене апат паратпăр, шăваратпăр. Ĕçрен пушансан уроксем тума ларатпăр. Пушă вăхăт юлсассăн компьютер умне ларма е телевизор пăхма кăмăллатпăр. Кĕнеке вуланă чухне вăл пире шăппăн кăна итлесе ларать. Кукамай пирĕн ĕç-хĕлпе интересленсех тăрать.

Кукамай сывлăх енчен юлашки çулсенче хавшарĕ. Çакна эпир туятпăр, çавăнпа та ытлашши ĕçлеттерме тăрăшмастпăр. Эпир кукамая юрататпăр.

Пирĕншĕн кукамай чи хаклă çын. Вăл пурришĕн савăнатпăр, хамăра пăхса ÿстернĕшĕн тав сăмахĕ калатпăр, çирĕп сывлăх сунатпăр.

Надежда ГУСЕВА,

Юнтапа шкул

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика