Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç урапи тикĕс мар, пурнăç хăнана кайни мар

11 января 2019 г.

Пурнăç урапи тикĕс мар, пурнăç хăнана кайни мар

 Пурĕ те 18 кил кăна. Хĕллехи вăхăтра мăрьерен тĕтĕм кăларакан çуртсем татах та сахал. «Октябрь» ятлă çакă пĕчĕк ял. 1925 çулта пуçарса янă ăна, ял ячĕ ун хыççăн темиçе хутчен те улшăннă. Малтанлăха 1927 çулччен «Хутор», 1935 çула çитиччен «Выселки Октября» ята тивĕçлĕ пулнă. Эпир, хăнасем, кăрлачăн çиччĕмĕшĕнче çак яла вăрăм ĕмĕр ĕмĕрлекен Марье аппана сумлă юбилейпе саламлама хаваспах çитрĕмĕр. Пирĕн çăмăл машина 16-мĕш номерлĕ çурт тĕлне çитсе чарăнчĕ. Куç умĕнче тимĕртен авса тĕрлĕ тĕрĕпе илемлетнĕ хÿме, хитре хапха. Çуртăн стенисене хĕрлĕ, чÿрече хашакĕсене шурăпа хĕрлĕ кирпĕчрен хăйне май капăр купаланă. Тăррине вара тăват кĕтеслĕ мансарда, чие çырли тĕслĕ тимĕр черепица илем кÿрет. Кăнтăрлахи çутă хĕвел пайăркисем ÿкнĕ май, çурт юмахри пек хитрен курăнса ларать. Кил картине кĕтĕмĕр, аслă картиш, кăмăлпа ăсталанă хуралтăсем: мунча, çăмăл машина лармалли вырăн, аялта витесем, пысăках мар улма пахчи, ларса калаçмалли меллĕ хушăк, ун умĕнче чулсемпе капăрлăх кÿнĕ, йĕри-тавра хитре сăнчăрпа сăнчăрланă пĕрхĕнсе тухакан шыв (фонтан), икĕ теплица вырнаçнă. «Ялта та çакăн пек пурăнма пулать», - шухăшларĕç хăнасем киле кĕнĕ май. Сывлăш уçă, пÿлĕмсем таса, чĕрене ăшăтаççĕ. Стенасем çинче тĕрлĕрен сăн ÿкерчĕксем. Иккĕмĕш хутри пÿлĕмсене тĕрлĕрен картинăсем пуянлатаççĕ, картинăсен галерейи тейĕн. Çÿллĕ мачча, кашни пÿлĕмĕнче трапециллĕ, варринче вара шĕвĕр, сакăр кĕтесрен хатĕрленĕ çавра тăрă, хитре люстра çакăнса тăрать. Виçĕ пысăк чÿрече, тăватă кĕтес пÿлĕмĕсенче тĕрлĕрен япала вырăнĕ. Куç умне «Йăх тымарĕ» ÿкрĕ, нумайччен пăхса тăтăм ăна. Пĕр йăхран пуçланса кайнă 13 сыпăкăн тăванĕсем çиччĕртен те иртеççĕ иккен. Курса çаврăннă хыççăн аялти хута таврăнтăмăр. Кĕрсенех ăшă туалет, шыва кĕмелли кабина. Ял пуçламăшĕнче темиçе ĕмĕр юхса выртакан çăл шывĕ пÿрте кĕрет. Шыв таппи кĕпе çума, çăвăнма, пÿлĕмсене ăшăтма, çуллахи вăхăтра пахча-çимĕç шăварма та çителĕклĕ. Нумайăшне курса çаврăннă хыççăн, диван çинче хавас кăмăл-туйăмлă хĕрарăмпа сăмах пуçартăмăр. -Юсманова-Павлова Мария Павловна, – терĕ кинемей. -Мĕнле пурăнатăр? Сыв-лăхсем еплерех? Мария аппа сылтăм аллине çĕклесе, пы-сăк пуç пÿрнине кăтартса: «Во-о!», - терĕ. Пурнăç хăй еккипех шăвать. Ватлăха тытса чарма май çук. Нумаях пулмасть Мария Павловна 95 çулхи юбилейĕпе саламлама килнĕ социаллă хÿтлĕх пайĕн хăнисене каланăччĕ: «95 çула çитрĕм пулсан, мĕн вăл тепĕр 5 çул? 100 çула çитетĕпех». Çав сăмахсене аса илтерсен Мария аппа çапла хушса хучĕ: «Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар. Турă панă кун-çула пурăнса ирттермеллех ĕнтĕ». Çăмăл пулман Мария Павловнан пурнăçĕ. Вăл Вăрмар районĕнчи Тикаш ялĕнче кун çути курнă. Саманари йывăр тапхăрта иртнĕ унăн ачалăхĕ: граждан вăрçи, выçлăх çулĕсем, колхоз ĕçĕсем. Вĕренме виçĕ çул кăна тÿр килнĕ ăна. Савăнса выляса кулас вырăнне мĕн пĕчĕкренех аслисемпе пĕрле вăй çитнĕ таран ĕçленĕ, йăмăкĕсемпе шăллĕсене пăхнă. Нушаллă пурнăç ăна çулĕсене кура мар час çитĕнтернĕ. Кăрлач уйăхĕн 6-мĕшĕнче Мария Павловна Павлова 100 çул тултарчĕ. Пĕр ĕмĕр, пирĕн таврара сайра çак çула çитекенсем. Пăшăрханса кĕтрĕ ĕç ветеранĕ тĕп хулари, районти пуçлăхсене уява, ахăртнех кĕтрĕ… Тавах вырăнти Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Анатолий Витальевич Семеновпа унăн çумне Алевтина Ивановна Уськинана. Хĕпĕртесе, савăнса итлерĕ Раççей Президенчĕн В.Путинăн саламлă çырăвне. Ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул суннă, пархатарлă ĕçĕшĕн тав тунă 100 çулхи тыл ĕçченне. Раштав кунĕнче Мария аппана саламлама йышлă тăванĕсем, кÿршисем пуçтарăнчĕç. Çавра сĕтел хушшине капăр тум тăхăннă, кăкăрĕ çине медальсем çакнă, шурă çÿçлĕ ветеран вырнаçса ларчĕ. Тăванĕсемпе кÿршисем, ял халăхĕ чун-чĕререн хисеплесе ăшă сăмахсем каласа парнесемпе савăнтарчĕç. Юбилярăн куçĕсем шывланчĕç, иртнĕ çулсене аса илчĕ пулĕ çав самантра. Нумай вăхăт чирленĕ хыççăн амăшĕ, Татьяна Андреевна, çамрăклах çĕре кĕнĕ. Çичĕ çулта пулнă вăл ун чухне, тĕлĕкри пек çеç астăвать. Мăшăрне çухатнă хыççăн ашшĕне Павел Никифоровича çăмăл пулман тăватă хĕрне çитĕнтерме. Вăл тепре авланса Пелагейăпа пĕрлешсессĕн Марийăн тата виçĕ шăллĕпе йăмăк хушăннă. Сакăр ача: пилĕк хĕр те виçĕ ывăл çитĕннĕ вĕсем. Александра - асли, ун хыççăнхисем: Акулина, Мария, Лидия, Александр, Анна, Владимир тата Николай. 1939 çулхи чук уйăхĕнче Мария кÿршĕллĕ Шăхаль ялне Онуфрий Юсманова качча тухать. Анчах та телейлĕ те савăнăçлă çулсем нумаях пыман. Хăрушă вăрçă пуçлансанах мăшăрне фронта илсе каяççĕ. 1944 çулхи раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Латвири Вайнеде поселокĕ çывăхĕнче вăйлă çапăçура вилмеллех аманать. Мĕн пĕчĕкренех ĕçчен ÿснĕскер, йĕркене, тирпейлĕхе юратаканскер, пĕрре те ĕçсĕр ларма пултарайман. Упăшкасăр хĕрарăмăн тума пĕлмен ĕç те пулман пулĕ -сухаланă, акнă, вырнă, çулнă, михĕсем йăтнă, выльăхсем пăхнă, вăрман каснă, урапапа турттарнă, çăпата хуçнă, çип арланă, пир тĕртнĕ, алса-чăлха çыхнă, çĕленĕ, ялти ĕçсене каласа пĕтереймĕн. Тÿрĕ чунпа, таса туйăмпа пурнăç çулĕпе утнă. 1963 çулăн пуш уйăхĕнче Мăнçырмари çĕвĕ мастерскойне ĕçе кĕнĕ, анчах та тепĕр сакăр уйăхран ăна хупса Вăрмара куçараççĕ. Мария Павловна каялла Шăхальне таврăннă, колхоз кантурĕнче техничкăра тата хуралçăра вăй хунă. Мĕн пенсие тухичченех тăрăшнă. Канăва тухсассăн та тепĕр вунă çул ял Совечĕн кантурĕнче тех-ничкăра ĕçленĕ. Хăй çине тăнипе, тăванĕсем, ял-йыш пулăшнипе хăтлă çурт лартнă, ытти хуралтăсене те майĕпен хăй вăйĕпех çавăрнă. Ăсталăхне кура, савăнма та пĕлнĕ пирĕн пултаруллă аппа. Ахальтен мар ĕнтĕ уявсем ирттерме хутшăннă, сцена çинче юрăсем шăрантарнă, хĕр çураçма каясси те Мария аппасăр иртмен. «Çапла юрă маншăн чун уççи, хĕлхемĕ пулнă. Вăл тунсăха сирет, хавхалану кÿрет», - тет çулĕсене кура мар маттур хĕрарăм. Тăрăшулăхне кура - хисепĕ. Мария Павловнана тĕрлĕрен хисеп грамотисем, «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» тата вăрçăн 7 юбилейлă медальне парса чысланă. Саламлатпăр, сана пуç таятпăр, ăнăçу, телей, сывлăх сунатпăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика