Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв умĕн юлашки тĕрĕслев ĕçĕсене ирттернĕ

21 января 2019 г.

Кăшарни каç район халăхĕ чиркỹре службăра çĕр ирттернĕ хыççăн хатĕрлесе хунă ваксем патне çылăх каçарттарма туртăнчĕ. Пăрлă шыва кĕрсе тухнă хыççăн кĕтменлĕхсем сиксе ан тухчăр тесе район администрацийĕ пысăк ĕç ирттернĕ. Кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче Кăшарни уявĕ умĕн хулана "Чăваш Республикин граждансен хỹтĕ- левĕпе чрезвычайлă лару-тăру Патшалăх комитечĕн" председателĕн çумĕ О. Павлов тата КУ ГКЧС "Чăваш Республикин шыравпа çăлав службин" пуçлăхĕ Н. Глухов çитнĕ. Вĕсемпе пĕрлех шыва кĕме уйăрнă вырăна тĕрĕслес ĕçе специаллă программăсен пай пуçлăхĕ А. Малинин тата хула хутлăхĕн пуçлăхĕ Н. Гладкова хутшăннă. Делегаци шыва кĕмелли вырăнсене хăрушсăрлăх енĕпе тĕрĕсленĕ, хула Кăшарние мĕнле хатĕрленнине сăнанă. Уяв каç районта тăватă вырăнта шыва кĕмелли вырăн йĕркеленĕ: Сĕнтĕрвăрринче тата Туппай Ĕсмĕл,Нарат Чакки ялĕсенче. Кашнин умĕнчех хывăнса тăхăнмалли пỹлĕмсем тунă, транспорта лартма вырăн уйăрнă. Инкек-синкек сиксе тухасран кашни вак умĕнче медицина службипе полици ĕçченĕсем дежурство тăнă. А. БОГОЯВЛЕНСКАЯ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика