Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыва кĕме - Туппай Ĕсмĕле

21 января 2019 г.

Турра ĕненекен халăхшăн Кăшарни уявĕ çитрĕ. Ĕненменнисем те çак уява çывăха илсе йышăнаççĕ. Христос Турра Иордань шывĕнче шыва кĕртнĕ кун çутçанталăк та сипетлĕ пулса тăрать имĕш, уйрăмах çав кун шыва кĕрекен çыннăн сывлăхне усăллă витĕм кỹрет. Тата шыва кĕмелли вырăнсене чиркỹ ĕçченĕсем ятарласа сăваплаççĕ. Туппай Ĕсмĕл ялĕнчи староста В.Паттеров пĕлтĕр ял варринчех, хăй килĕ умĕнче (унта мăнаçлă çăлкуç тапать) Кăшарнире шыва кĕмелли вырăн (купель) ăсталанă, приходри пачăшкăна чĕнсе ятарласа сăвапланă. Пĕлтĕр кунта 70 çынна яхăн çывăхри ялсенчен килсе шыва кĕнĕ. Кăçал вĕсен шучĕ ытларах пуласса шанать Владимир Викентиевич. Октябрьски ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В.Кураков мероприяти иртесси çинчен кирлĕ инстанцисене пĕлтернĕ. Çавăнпа та кунта çирĕп йĕрке пуласса шанма пулать. Шыва кĕмелли вырăн патне çăмăл машинăпа та çитме май пур. Унсăр пуçне ăшăнмалли вырăн та пулĕ. Сипетлĕ вĕри чейпе те хăналĕç. Владимир Викентиевич хăй сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырать, ялти çынсем те сывлăха çирĕп-летчĕр тесе тăрăшать. Паллах, ытларах валакра çамрăкраххисем шыва кĕреççĕ. Ватăраххисен вара сăваплă шывпа çăвăнсан та самай.

И. ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика