Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмансене упраса хăварасчĕ

22 декабря 2017 г.

Ачаранпах пурте кĕтекен чи юратнă уяв - Çĕнĕ çул - çитет! Ку чухне вара уявăн тĕп паллисĕр, илемлĕ чăрăшсăр, ниепле те май çук.

Çĕнĕ çул уявĕнче «вăрман пикине» илемлетес йăла-йĕрке вара Христос тĕнне йышăничченех пуçланнă. Ку йăла-йĕрке тарăн шухăшпа çыхăннă. Аваллăхра уяв чăрăшне Тĕнче йывăçĕн символĕ тесе шутланă, вăл çĕрпе пĕлĕте пĕрлештерет тесе палăртнă. Çакă пĕтĕмпех çĕр çинче ÿсекен чĕрĕ чăрăшпа çыхăннă. Ун чухне йывăçа вуçех те касма юраман, тураттисене çеç касса илме ирĕк панă.

Анчах та паян пирĕн хушăра хăйсен кил-çуртне чĕрĕ чăрăшпа илемлетес тесе тăван тавралăха сиен кÿрекенсем те сахал мар. Кун пеккисем çак йывăçа ÿстерме мĕн чухлĕ вăй-хал кайнине чухламаççĕ те.

Хуласенче Çĕнĕ çул умĕн «вăрман пикисене» сутма ятарлă пасарсем ĕçлеме пуçлаççĕ. Анчах та вĕсенчен пурне те саккунлă майпа касса килнĕ, пĕр сăмахпа палăртсан, ятарлă питомниксенчен илсе тухнă тесе çирĕплетме май çук. Çавăн пекех укçа-тенкĕ перекетлес тĕллевпе никам ирĕкĕсĕрех вăрмана кайса чăрăш касакансем те сахал мар-ха пирĕн хушăра. Çапла майпа вĕсем пурте вăрман законодательствине пăсаççĕ.

Çулсеренех Çĕнĕ çул умĕн пирĕн вăрмансенче хыр-чăрăш хунавĕсене касасран сыхлас тĕлĕшпе «Чăрăш» тĕрĕслев мероприятийĕсем иртеççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ Чăваш Республинчи вăрман фончĕн çĕрĕсем çинче вăрман законодательствине пăсакансене асăрхаттарасси, çулне пÿлесси тата вĕсене тупса палăртасси. Халĕ кулленех ятарласа палăртнă маршутпа Сормински вăрман хуçалăхĕнче полици сотрудникĕсемпе пĕрле тĕрĕслевсем ирттеретпĕр. Ку чухне уйрăмах пысăк хыр-чăрăш йывăççисем ÿсекен посадкăсем çине те тимлĕх уйăратпăр.

Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин Чăваш Енри «Вăрман сыхлавĕ» хысна учрежденийĕ вара саккунсăр майпа лартнă вăрманта йывăç-хунава каснăшăн административлă тата уголовлă майпа явап тыттарать.

Раççей Федерацийĕн Административлă майпа право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 8.28-мĕш статйисемпе килĕшÿллĕн 3000 тенкĕрен пуçласа 4000 тенкĕ таран штраф хума пултараççĕ. РФ Уголовлă Кодексĕн 260-мĕш статйинче - саккунсăр майпа йывăçсемпе тĕмсене каснăшăн - 500 пин тенкĕрен пуçласа 2 çул таранччен ирĕкрен хăтарма тата 200 пин тенкĕлĕх штраф хума пултараççĕ. Ку чухне çавăн пекех саккунсăр майпа лартнă вăрманти йывăçсене каснăшăн вăрман фондне тăкака саплаштарма тивет.

Енчен те эсир Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне çурта чĕрĕ чăрăшпах илемлетме шутлатăр пулсан саккуна пăсиччен ăна ятарлă пасарсенче туянма сĕнесшĕн. Ăна илнĕ чухне сутуçăран квитанци е чек ыйтма ан манăр.

Çакна та палăртса хăварасшăн, енчен те эсир саккунсăр майпа чăрăш каснине куратăр пулсан кун çинчен пĕр тăхтаса тăмасăрах 8-917-665-60-41 кĕсье телефонĕн номерĕпе Чăваш Республикин «Опытное вăрман хуçалăхĕ» хысна учрежденине е районти полици пайне 22-3-02 телефон номерĕпе шăнкăравласа ярăр.

Владимир СЕМЕНОВ,

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика