Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсен ячĕпе палăк та пултăр, йывăç-тĕм те ÿстĕр

12 декабря 2017 г.

Раççейĕн кун-çулĕ йывăр та синкерлĕ пулнине аслă ăрурисем каламасăрах пĕлеççĕ. Çĕршыв аталанăвĕн кирек хăш тăпхăрĕнче те пирĕн халăхăн вăрçă-хирĕçÿ, йывăр тĕрĕслев витĕр тухма тивнĕ. Çакăнта ĕнтĕ кăмăл çирĕплĕхĕ, харсăрлăхпа паттăрлăх туптаннă та.

Тăван çĕршывăн Паттăрĕсен кунĕ пирĕншĕн пуриншĕн те астăвăм кунĕ. Çакă пире истори йăли-йĕркине тата пирĕн çĕршыври паттăрсем мĕнле çĕнтерÿсем тунине асра тытма хистекен кун темелле. Вырăнсенче ăна паллă туни истори тĕрĕслĕхне çирĕплетнипе пĕрлех, çитĕнеке ăрăва патриотизмла воспитани парасси çине те пысăк витĕм кÿрет. Çакна тĕпе хурса ĕнтĕ Çĕнкас Юнтапа ялĕнче пурăнакансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене хисеп туса палăк лартма тĕв тытрĕç те.

Ку шухăш кăçал Аслă Çĕнтерÿ кунне паллă тунă вăхăтра çуралнăччĕ. Уйрăмах ăна вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă ветеран ырласа йышăнчĕ. Тăхăр теçеткерен иртнĕ Захар Скворцовăн сăмахĕсем пирĕншĕн пил вырăннех пулчĕç. Çавăнпа та ун чухне вăхăта тăсмасăрах ĕçе пуçăнтăмăр. Палăка ял варрине, клуб çывăхне лартма палăртрăмăр. Кирек епле ĕçре те укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕч тăнине пытарма кирлĕ мар. Юрать-ха, ял çыннисенчен чылайăшĕ ку тĕлĕшпе ÿпкелешмерĕ. Спонсорсем тупăнни те ĕçе хăвăртлатрĕ. Мускавра ĕçлесе пурăнакан пĕртăван Николайпа Юрий Федоровсем, ял çамрăкĕсем уйрăмах пысăк пулăшу кÿчĕç. «Алмаз» хуçалăх ертÿçи Геннадий Денисов та палăк никĕсĕ валли бетон блоксемпе тивĕçтерчĕ. Кирпĕчрен купаласа хăпартрăмăр-ха палăка. Унта 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă мĕнпур паттăр ятне çыртăмăр. Çĕнкас-Юнтапа ялĕнчен нимĕç фашисчĕсене хирĕç кĕрешме 64 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 27-шĕ вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. Ыттисем тĕрлĕ суранпа килĕсене таврăннă. Çавăнпа та палăк çинче кашнин ятне валлиех вырăн тупăнчĕ.

Пĕр çемьерен вăрçа хутшăннисем те пур-ха ентешĕмĕрсем хушшинче. Сăмахран, Волковсен çемйинчен кил хуçи Семен Михайлович, унăн Василий ывăлĕ 1943 çулта вилнине пĕлетпĕр. Андрей ывăлĕ те Тăван çĕршыва нимĕç окупанчĕсенчен хÿтĕлеме хутшăннă. Вăл киле сывах таврăннă. Семен Волковăн пĕртăванĕсен - Дмитрийпа Василий Михайловсен те кун-çулĕ тăван килтен аякра татăлнă.

Паянхи çамрăксемшĕн вара халĕ те Çĕнкас-Юнтапара пурăнакан Захар Никифорович Скворцов ырă тĕслĕх пулса тăрать. Вăл 1925 çулта çуралнă. Çамрăклах вăрçа тухса кайнă, аманнă, Çĕнтерÿ туса тăван тăрăхах çаврăнса çитме шăпи çырнă. Вăрçăра харсăрлăхпа паттăрлăх кăтартнишĕн чылай орден-медале тивĕçнĕ. Мирлĕ пурнăçра та харсăррисен йышĕнче пулнине асăнмалла Захар Никифоровича. Тĕрлĕ яваплă ĕçре тăрăшса хисепе тивĕçнĕ ветеран. Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕнче 83 çулччен агрономра ĕçленĕ. Тăрăшулăхĕпе яваплăхне кура ăна «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.

Çавăн пекех Александр Исакович Исакова та асăнмасăр иртеймĕп. 1924 çулта çуралнăскерĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче сахал мар тÿсме тивнĕ. Унăн кăкри çинче те тĕрлĕ медаль-орден туп-туллиехчĕ. Вăл та механизаторта ырми-канми тăрăшса патшалăхăн чи пысăк наградине - «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята тивĕçнĕ.

1923 çулта çуралнă Василий Викторович Викторов вара вăрçăран таврăнсан хăйĕн кун-çулне потребкоопераци ĕçне халалланă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та чылай çул районти потребительсен обществин тытăмĕнче вăй хучĕ. Варçă паттăрне ĕçри хастарлăхшăн «Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят парса хисеп туни пирĕншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех пирĕн ялта çуралнă, 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хутшăннă тепĕр ентеш - Владимир Яковлевич Канюков - «Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята илнĕ. Доцент, профессор та çамрăклах хăй ирĕкĕпех вăрçа ăсаннă.

Вăрçă паттăрĕсен йышĕнче татах та чыс-хисепе тивĕçнĕ вун-вун ентеше асăнма пулать. Вĕсенчен кашниех тăнăçлăхшăн, малашлăхшăн кĕрешсе юн тăкнă. Пурне те палăк уçнă кун аса илтĕмĕр. Çак савăнăçлă мероприятие ял çыннисемпе пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, Юнтапа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Ананьев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, Юнтапа вăтам шкул директорĕ Альберт Кондратьев хутшăнчĕç. Вĕренекенсем сăвви-юррипе мăн аслашшĕсене тăнăçлăх парнеленĕшĕн тав турĕç.

Вăрçă ветеранĕсене асăнса кĕр кунĕсенче хыр-чăрăш тĕммисене лартса хăвартăмăр. Çакăн пек ĕçпе çеç эпир паттăрсен ят-сумне çÿлте тытма пултарăпăр.

Георгий НИКОНОРОВ, ял старости.  

12 декабря 2017
10:50

"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика