Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăка юратни - ырă туни

29 сентября 2017 г.

Кăçал - Экологи çулталăкĕ. Çакна тĕпе хурса эпир библиотекăра тăтăшах тĕрлĕ мероприяти йĕркелетпĕр. Нумаях пулмасть Юнтапа шкулĕнче вĕренекен ачасемпе «Çут çанталăка юратни - ырă туни» экологи сехечĕ ирттертĕмĕр. Çут çанталăк - пирĕн ырлăх тата пуянлăх. Тăван тăрăха юратма ачаранах вĕрентмелле. Экологи çулталăкĕнче çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Ачасем кăçал çулталăкĕпех тĕрлĕ ĕç тунă: чечексем лартнă, сырăшсем çакнă, кайăксене апат çитернĕ. Хĕрачасемпе арçын ачасем çут çанталăка сăнласа ÿкерчĕксем турĕç. Шкул çулне çитменнисем те экологи сехетне хутшăнчĕç. Вĕсем çут çанталăка упрасси кашни çыннăн тивĕçĕ пулнине ăнланчĕç, пĕчĕклех ăна упрама шантарчĕç.

Надежда ВОЛКОВА, библиотекар

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика