Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасемпе çамрăксем - сцена çинче

06 октября 2017 г.

Ачасен пултарулăхне тупса палăртас, çитĕнсе пыракан ăрăвăн ăс-хакăлĕпе тавракурăмне пуянлатас, театр коллективĕсен ертÿçисен професси шайне ÿстерес тĕллевпе районта октябрĕн 2-7-мĕшĕсенче «Юмах çăлкуçĕ» ачасемпе çамрăксен театр пултарулăхĕн конкурсĕ иртет.

Çак кунсенче Тавăт, Шĕмшеш, Чăваш Сурăм, Мăн Вылă, Ураскилт, Тени, Юнтапа культура çурчĕсем тата Ишпарайкка, Юлăш, Çирĕккасси, Тăвăш Юнтапа ял клубĕсем çумĕнчи ача-пăча театр коллективĕсем хутшăнчĕç. Паян вара Ехремкасси, Вутлан, Карачура культура çурчĕсенче, Татмăш, Ассакасси тата Юманлăх ял клубĕсенче ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕпе паллашма май пур.

Конкурс программипе килĕшÿллĕн сцена çинче вырăс халăх юмахĕсем, чăваш çыравçисен хайлавĕсем тăрăх лартнă постановкăсем, репризсем, инсценировкăсем пулчĕç. Çакна та тÿрех палăртмалла, конкурс тĕрлĕ номинаципе иртет. Унта ачасемпе çамрăксем хушшинче чи лайăх театр коллективне те, арçынпа хĕрарăм рольне чи лайăх вылякана та, эпизодри рольсене те, спектакле музыка енчен еплерех илемлетнине те палăртаççĕ. Унсăр пуçне костюма, сценăна мĕнле хатĕрленине, режиссер ĕçне те хаклаççĕ.

Жюрисем спектакль художество енчен мĕнле вĕçленнине, режиссерăн пултарулăхне, унта вылякансем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленине, репертуар шайне тата костюмпа, декораци спектакле мĕнле уçса панине хак парĕç. Район шайĕнче палăрнисем иккĕмĕш тапхăра хутшăнаççĕ. Вăл октябрĕн 16-мĕшĕнче Элĕкри культура çуртĕнче иртĕ.

Иван НИКИФОРОВ,

культура çурчĕн директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика