Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕлĕнмелле ырă çемье

11 сентября 2018 г.

Чулкаç ялĕнче ятлă-сумлă мăшăр пурăнать. Кусем - Иван Михайлович тата Валентина Наумовна Шорниковсем. Вăрçă ачисене çăмăлах килмен, апла пулин те вĕсем пурнăçа тивĕçлипе ирттереççĕ. Пĕр-пĕрне юратса пĕрлешнĕ. Ял хуçалăхĕнче тăрăшса ĕçленĕ. Хăтлă çурт-йĕр çавăрнă. Пилĕк ачана пăхса ÿстернĕ, кирлĕ пек воспитани панă. Халĕ Шорниковсен ывăлĕсемпе хĕрĕ ура çине çирĕп тăнă. Кашниех çемьеллĕ. Аслă ывăлĕ Александр - доцент, медицина наукисен кандидачĕ, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн преподавателĕ. Петр - «Волготрансгаз» обществăн филиалĕн инженер-электронщикĕ. Унпа юнашарах Геннадий те тимлет. Вăл приборист. Вениамин Шупашкарти Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕн аслă маçтăрĕ. Кĕçĕнни, Тамара, хăйĕн çемйипе Тушкасси ялĕнче пурăнать. Çулĕсене пăхмасăр мăшăр хитрен курăнать. Вĕсем ырă çемье йĕркеленипе пĕрлех чун-чĕрере çамрăклăха та упраса хăварма пултарнă.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика