Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушара пула инкеке лекнĕ çемье пулăшу кĕтет

04 сентября 2018 г.

Августăн 26-мĕшĕнче Юнтапа ял тăрăхĕнчи Якунекассинче 21 сехетсенче вут-çулăм алхасма пуçланă. Мария Тимофеевна Афанасьева тин çеçрех çывăрма   выртнăскер тĕпелте çутă мĕлтлетнине асăрханă. Çичĕ теçеткерен иртнĕскер тĕпелте холодилник çунма пуçланă тесе ура çине сиксе тăнă та унта чупнă. Тĕпеле çитсен сивĕтмĕш мар, чÿречерен кÿршисен мунча çуннине асăрханă. Çемьери ытти çынсене ура çине тăратнă. Урама тухса «Пушар!!! Çунатпăр!!! Пулăшăр!!!» - тесе кăшкăрса ял çыннисене вăратма тăрăшнă.

Хĕрарăм сассине илтсе мунча çунакан Петр Кондратьев та урама тухнă. Кăштахран ял çыннисем инкек вырăнне васканă. Темиçе çын та районти пушар хуралĕн пайне тата ытти ятарлă службăсене шăнкăравланă. Якунекассисем каланă тăрăх, чи малтанах инкек вырăнне Анаткас Сурăмри ирĕклĕ пушар дружинин машини çитнĕ. Вĕсем хыççăн кÿршĕллĕ Вăрнар районĕнчи Ярмушка ялĕнчи пушар машини пулăшу пама васканă. Районти газ службин ĕçченĕсем, электриксем, полици сотрудникĕсем, тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмĕн сотрудникĕсем те нумай кĕттермен. Анчах та Элĕкри пушар машини вара асăннă службăсенчен чылай кая юлса килнĕн туйăннă.

Пушар хуралĕн ĕçченĕсемпе пĕрлех Якунекассисем те витрепе шыв йăтса вут-çулăма сÿнтерме пикеннĕ. «Хĕрлĕ автан» вара этеме пăхăнманнине палăртса ытларах тата ытларах алхаснă. Кăштахран çулăм Кондратьевсен мунчинчен Эдуард Афанасьевсен икĕ хутлă çурчĕ çине сиксе ÿкнĕ.

Пушар хăвăрт вăй илнине кура кил хуçисем çуртран темех илсе тухма ĕлкĕреймен, пĕтĕмпех тĕп пулнă. Çемье кĕркуннене хирĕç пурăнмалли çуртсăр, нимсĕр-мĕнсĕр тăрса юлнă. Çитмĕл çултан иртнĕ Мария Афанасьевăна вăхăтлăха пĕлĕшĕсем хăйсем патне пурăнма илсе кайнă. Эдуард Афанасьевпа çывăх çыннисем мунчара пурăнаççĕ.

Çемье сивĕ çанталăксем пуçланиччен унчченхи çуртăн кирпĕч стенисене çирĕплетсе, йĕри-тавралла хăтлăх кĕртесшĕн. Анчах та пурăнмалли çурта кĕске вăхăтрах çĕклесе лартма Афанасьевсен укçа-тенкĕ енчен вăй-хал çитмест. Çавăнпа та вĕсем май килнĕ таран район çыннисенчен пулăшу ыйтаççĕ. Кăмăл пуррисем укçа-тенкĕне Перекет Банкĕнчи счет çине çак реквизитсемпе куçарса пама пултараççĕ.

Получатель: Афанасьев Эдуард Витальевич

Счет получателя: 40817810375172304282

Банк получателя: Чувашское отделение №8613 ПАО СБЕРБАНК г. Чебоксары

ИНН Банка получателя: 7707083893

БИК Банка получателя: 049706609

Корреспондентский счет: 30101810300000000609

Код подразделения Банка по месту ведения счета карты (для внутренних переводов по системе Сбербанк): 428613029

Адрес подразделения Банка по месту ведения счета карты: г.Чебоксары, ул. Матэ - Залка, 11.  

Афанасьевсем кирек епле пулăшăва та йышăнма хатĕр. Йывăрлăха лекнĕ çемьене инкекре пĕччен пăрахса хăвармасса шанатпăр. Ырă туни вара ырăпах таврăнать.

Эльвира КУЗЬМИНА.    

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика