АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Журналистсемпе тĕл пулнă

18 января 2019 г.

Прокуратура ĕçченĕсем патшалăхра саккун аслăлăхне тата право çирĕплĕхне тивĕçтерес тĕллевпе нумай ĕçлеççĕ, общество пурнăçĕн мĕнпур сферинче саккунсене тата граждансен прависене пăхăннине тимлĕн асăрхаса тăраççĕ. «Çак ĕçе, çирĕплетсех калатăп, журналистсем те сахал мар тÿпе хываççĕ»,-палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче Тăвай районĕн прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ Оксана Геннадьевна Ястребова прокуратура ĕçченĕ-сен кунĕ майăн районти «Ял ĕçченĕ» хаçатра ĕçлекенсемпе редакцире тĕл пулнă чухне.
Вăл районти прокуратура право тĕлĕшĕнчи йĕркелĕхе, саккунлăха сыхлас тата çирĕплетсе пырас, коррупци çулне пÿлес тата çынсене пулăшас енĕпе туса ирттернĕ ĕçсемпе профилактика мелĕсем çинчен кĕскен чарăнса тăчĕ. Çынсем прокуратурăпа ытти право сыхлав органĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕллевĕсем çинчен район хаçачĕ урлă та пĕлсе тăраççĕ. Çавăнпа прокуратура район хаçачĕпе ĕçлĕ çыхăнăва çирĕплетсе пыма, саккунлăх хуралĕнче пĕр-пĕрне ăнланса тата пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме тăрăшать, терĕ Оксана Геннадьевна. Вăл прокуратура ĕçне-хĕлне, тĕрĕслĕ-хе тата саккунлăха çирĕплетес, влаç органĕ-семпе тата халăхпа тытакан çыхăнăва, профилактикăна вăйлатас тĕлĕшпе туса ирттерекен ĕçсене вăхăтра тата тĕрлĕ енлĕ çутатса тăма пулăшнăшăн И.Гладков, Р.Шумова, А.Никитина журналистсене Тав хучĕсем пачĕ, пурне те çирĕп сывлăхпа телей, ăнăçусем сунчĕ. Хаçатçăсем те хăйсем енчен районти прокуратура ĕçченĕсене професси уявĕ-пе саламларĕç, саккунлăх хуралĕнче ялан таса чунпа хастарлă, тивĕçе тарăннăн туйса вăй хума, çитĕнÿсем тума тата пурнăçра ырлăх-сывлăхлă пулма сунчĕç, ыйтусем пачĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика