АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура работникĕсем ĕçне пĕтĕмлетрĕç

18 января 2019 г.

Культура работникĕсем ĕçне пĕтĕмлетрĕç

«Пирĕн тĕллев - Чăваш Ен вăйлă, хальхи вăхăтпа тан утакан, унта ĕçлес тата пурăнас килсе тăракан республика туса хурасси!
Эпир хамăрăн историпе, культурăпа тата йăла-йĕркепе мăнаçланатпăр. Çавна май вĕсене çитĕнекен ăрусемшĕн сыхласа хăварас енĕпе мĕн кирлине йăлтах тумалла. «Культура еткерлĕхĕ» проекта пурнăçлама тытăнмалла тесе шутлатăп. Культурăпа кану учрежденийĕ-сен тытăмне аталантарас тата культурăпа искусство учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес енĕпе анлă ĕç пырать те ĕнтĕ.
Ял çыннисем ыйтнипе «Пĕрле пурăнмалла - пĕрле ĕçлемелле!» халăх программи шайĕнче ялти культура çурчĕсем тăвассине палăртса хăварнă. Куратпăр ĕнтĕ, эпир хамăр шантарнине пурнăçлатпăр, юлашки çулсенче кăна 9 клуб тунă. Çитес çулсенче тата 18 ялти культура çурчĕ туса хута ямалла, вĕсенче 5-шне - кăçалах»,-тенĕ ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2018 çул пуçламăшĕнче.
Çулталăк хăвăрт хыçа юлчĕ унтанпа. Иртнĕ тунтикун республикăри культура работникĕсемпе ветеранĕсем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне хăйсен ĕçне пĕтĕмлетме пухăнчĕç. Пирĕн районтан социаллă аталанупа архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ О.Кириллова ертсе пынипе «ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнисем, культура учрежденийĕсен централизациленĕ системин директорĕ А.Алексеева пулчĕç асăннă уявра. Программăна артистсем сăнарлă ташшипе пуçларĕç.
Унтан культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев сăмах илчĕ. «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Республика Правительстви пулăшнипе 2018 çулта культура учрежденийĕсене юсас тата модернизацилес енĕпе 307,5 миллион тенкĕ тăкакланă, çав шутран 55,8 миллион тенки федераллă бюджетран»,-палăртнă Константин Геннадиевич.
«Вырăнти культура çурчĕ» проекта пурнăçа кĕртме федераллă тата республика бюджетсенчен 39,2 миллион тенкĕ уйăрнă, асăннă суммăпа 33 муниципаллă культура çурчĕ-сенче вак-тĕвек юсав ĕçĕсем тунă, 24 культура çуртне вара паянхи кунпа килĕшÿллĕ оборудованипе тивĕçтернĕ.
2018 çулта Элĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Комсомольски, Тăвай районĕсенче - пурĕ 5 культура çурчĕ тунă, 62,2 миллион тенкĕ тăкакланă çĕнĕ объектсем валли. Кăçал Канаш районĕнчи Шăхасан ялĕнче культурăпа кану центрне тăвас ĕçсене малалла пурнăçлĕç. 130,1 миллион тенкĕлĕх республикăра тепĕр пилĕк клуб хута ярĕç кăçал.
Пухăннисем Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ артисчĕсемпе юрăçисен пултарулăхĕсемпе кăмăллă юлнине çирĕплетсе тăвăллăн алă çупрĕç.
«Культура сферинчи çитĕнÿ-сем пĕлтĕр сирĕнтен кашни хăйĕн тĕллевĕсене вăхăтра пурнăçласа пынипе пулчĕç, кăçал эпир пĕрле тата пысăкрах ÿсĕмсем тăватпăр»,-тесе ырă сунчĕ юлашкинчен культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев.
Культурăра нумай çул ĕçле-нĕшĕн, активлăх кăтартнăшăн пирĕн районти Енĕш Нăрваш ялĕнчи культура çуртĕн-чи халăх театрĕн режиссерне Зоя Васильевана, Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимешри культура çуртĕнчи «Культура аталанăвĕн центрĕ» бюджет учрежденийĕн «Эревет» халăх фольклор коллективĕн художество ертÿçине Александр Федулова «Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пачĕç.
Пĕтĕмлетÿ уявĕнче çавăн пекех Шупашкарти хĕрарăмсен мăнастирĕнчи Георгий Орлов протоиерей, «Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан халăхсен представителĕсен Ассамблейи» регионри обществăлла организаци Канашĕн председателĕ Лев Кураков тухса калаçрĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика