18 января 2019 г.
Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнче пурăнакан Матрена Васильевна Степанована сумлă юбилейпе - 90 çул тултарнă ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке саламланă. Раççей Президенчĕн саламне вуласа панă, çирĕп сывлăх, вăрăм та ырă кун-çул суннă.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Станислав Данилов Матрена Васильевна чăннипех те хисеплĕ, пысăк чыс-сума тивĕçлине, çамрăксемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулнине палăртнă. Тăлăха юлнă хĕрачан ачалăхĕ йывăр çулсенче иртнĕ. 16 çултах бригадир пулма шаннă ăна. Мĕн пенсие тухичченех тĕрлĕ организацисенче бухгалтер ĕçне тÿрĕ кăмăлпа туса панă. Тивĕçлĕ канурине пăхмасăр патшалăх страховани системинче тепĕр 7 çул тăрăшнă. Тыл ĕçченĕ тĕрлĕ медальсене тивĕçнĕ, Мухтав хучĕсен шучĕ те çуккă пулĕ, сăнĕ Хисеп хăми çинче пулнă. Халĕ те халăх хушшинче пулма юратать. Ваттисен кунĕнче те юрă пуçараканни вăлах.
-Юрă маншăн чун уççи, чун апачĕ пекех. Кунĕпех ĕнерлесе çÿретĕп, кил-тĕрĕшре те, çула тухсан та. Халиччен илтмен юрăсене çырса илетĕп, уявсенче те юрлаттараççĕ, сассу хитре, теççĕ. Çакă та тăсать пулĕ ĕмĕре,-тет çамрăк чухнехи илемлĕхне çухатман хĕрарăм. - Хаçат-журнал вулатăп, район хаçачĕпе те çыхăнăва татмастăп. Кăмăл пур чух, иртнине аса илсе, хальхи пурнăçпа çыхăнтарса статьясем çырса яратăп. Тавах журналистсене пичете хатĕрлесе кăларнăшăн. Чи хакли вара - ачасемпе мăнуксен хăйсен тимлĕхĕпе, ăшшийĕпе çупăрласа, савăнтарса тăни. 5 ача пăхса ÿстертĕмĕр мăшăрпа. 11 мăнукпа 15 кĕçĕн мăнук халĕ. Хамăрах пĕр пÿрт тулли. Çакă мар-и-ха телей тени;
Çĕнĕ Пуянкассиничи культура çурчĕ çумĕнчи «Шĕнер» артисчĕсем те ĕç ветеранне саламларĕç. Хăй те вĕсемпе пĕрле шăрантарчĕ юррисене, ташласа та пачĕ.
Ватă çынсене хисепленĕ-шĕн, манманшăн тата киле пырсах çапла чысланăшăн ăшшăн тав туса ăсатрĕ хăнасене 90 çулхи Матрена Васильевна.