АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван чĕлхе ют мар

18 января 2019 г.

Тăван чĕлхе кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ, хаклă. Вăл пулăшнипе эпир пĕчĕкрен пурнăçа ăнланма, шухăшлама вĕренсе пыратпăр. Пирĕн çĕршывра тĕрлĕ халăх пурăнать. Кашнийĕнех тăван чĕлхи пур. Пирĕншĕн вăл - чăваш чĕлхи. Вăл пулсан, халăх та пурăнать. Ахальтен мар И.Я.Яковлев: «Чĕлхе пĕтсен халăх та пĕтет»,-тенĕ.
Тăван чĕлхе мĕнле шайра упранасси тата аталанасси чи малтанах хамăртан килет. Чăваш енре пурăнатпăр пулин те, анне чĕлхине пурте пĕрешкел хисеплеме тăрăшмастпăр. Ялсенче чылайăшĕ ачисене вырăсла кăна калаçтарать. Ялсем вырăсланса пыраççĕ. Паллах, вырăсла та пĕлмеллех, анчах чăваш ачин тăван чĕлхепе те калаçмаллах тесе шутлатăп.
Республикăра чăваш тата вырăс чĕлхисем патшалăх чĕлхисем шутланаççĕ пулин те, ытларах пур ĕçе те вырăс чĕлхипе йĕркелеççĕ. Ял пухăвĕсене те, районти канашлусене те вырăсла ирттерме пуçларăмăр вĕт. Залра та, президиумра та чăвашсем лараççĕ. Анчах тухса калаçакансем вырăсла пуплеççĕ. Пухусемпе канашлусен протоколĕсене вырăсла çыраççĕ. Хăш чухне Шупашкар паракан передачăсенче тухса калаçакансем чĕлхене пăсса чăвашла калаçнине илтме тÿр килет. Уй-хире çум курăк пуснă пек.
Хăшĕ-пĕрисем салтака кайса килнĕ е ют çĕрте пурăнса таврăннă хыççăн чăвашла калаçма манаççĕ. Çакна эпĕ хам пачах ăнланмастăп.
Иртнĕ çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче «Ял ĕçченĕ» хаçатра Иван Соловьевăн «Тăван ялăн патриочĕччĕ» статйи çапăнса тухрĕ. Автор ĕмĕрне службăра ирттернĕ хамăр ялти çар çынни çинчен чылай ăшшăн аса илет. Малтан Сĕнтĕрвăрри вăрман техникумĕнче вĕреннĕ вăл. Андриян Николаев I курс маларах пулнă. Лайăх вĕреннĕ, грамотăсене тивĕçнĕ. Ку чăнах та çапла. Ф.Соловьевăн сасси хулăнччĕ, иртен-çÿрене яланах чăвашла сывлăх сунатчĕ. Çамрăксем каçхи вăййа тухсан Федор Соловьев та вăйă картине тăратчĕ. Мĕн тăвăн, вăл чĕре чирĕпе ĕç вырăнĕнчех, ларнă çĕртех çут тĕнчерен уйрăлса кайнине ĕненме те йывăр.
Айтăр-ха, пурте шăнкăр-шăнкăр шыв пек юхса тăракан чăваш чĕлхипе тирпейлĕ те тасан калаçар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика