Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕç хăйне хăех мухтать

14 декабря 2018 г.

Ырă ĕç хăйне хăех мухтать

Элпуçĕнчи вăтам шкулта 2010 çултах «Ырă чĕресем» ушкăн йĕркеленнĕ. Унта 10-11 классенче вĕренекенсем пĕрлешнĕ.
Çак хушăра волонтерсем вун-вун ырă ĕç пуçарса палăрчĕç. «Ыркăмăллăх» акцийĕсем, ваттисем патне çитсе пулăшу кÿни, тăван тавралăха тирпей-илем кĕртни...
«Ырă чĕресен» кăçалхи ĕçĕ-хĕлĕ уйрăмах курăмлă. Ку ĕнтĕ 2018 çула Раççей Президенчĕ Ырă тăвакансен çулталăкĕ тесе пĕлтернипе те çыхăннă.
«Сывă пурнăç йĕркишĕн» уйăхлăх вăхăтĕн-че агитбригада йĕркелесе «Сан сывлăх - хăв аллунта» программăпа шкул çулне çитмен шăпăрлансене тата пуçламăш классенче вĕренекенсене паллаштарчĕç.
Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă обелисксем те волонтерсен тимлĕхĕнче. 
Кĕр кунĕсенче, акă, çывăхри Эл кÿлли тавралăхне типтерлес тĕлĕшпе ятарлă акци йĕркелерĕç.
Ял тăрăхĕнче пурăнакан ватăсене пулăшма та кулленех вăхăт тупаççĕ вĕсем.
Çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ акцисене хастар хутшăнчĕç ырă чĕреллĕ çамрăксем. «Вилĕмсĕр полк», «Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнче», «Георги хăйăвĕ», «Салтак пăтти» тата ыт.те.
Юпа уйăхĕн вĕçĕнче Эльен волонтерĕсем Шупашкарта иртнĕ Раççей шкул ачисен юхăмĕн ?РДШ/ Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн слетне хутшăнма тивĕç пулчĕç. Слет вăхăтĕнче республикăри волонтерсен центрĕсен ?ушкăнĕсен/, экологи, çамрăк çăлавçăсемпе космонавтсен отрячĕсен представителĕсемпе тата телерадиожурналистсемпе, Раççей Геройĕпе Е.С.Черняевпа тĕл пулни нумайлăха асра юлĕ.
Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ вĕçленет, анчах ачасен ырă ĕçĕсем малашлăхра та вĕçленмĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика