Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Колхоза çĕклекенсенчен пĕри

11 января 2019 г.

Ял хуçалăх предприятийĕн коллективĕ тухăçлă ĕçлесен çеç производствăна ỹстерме пулать.Çак формулăпа пурте килĕшеççĕ-тĕр. Патăрьел районĕнчиТурханта пурăнакан Иван Косойкин - «Россия» колхозра ỹсĕмт ăвассишĕн çине тăрсах ĕçленисенчен пĕри.

Вăл чи йывăр вырăнта - тыр-пул, сĕт, какай туса илнĕ çĕрте – тăрăшнă. Фермăна ирех çитнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн унтан тислĕк алăпа кăларнă.Ĕç хатĕрĕсем лаша, урапа-çуна, сенĕк-кĕреçе, витре, фляга пулнă. Ял хуçалăх культурисене акса çитĕнтернĕ чухне те ытларах алă вĕççĕн ĕçленĕ. 1980 çул тĕлне ял хуçалăхне механизацилесе пĕтернĕ - çынсен ĕçне самаях çăмăллатнă.  Иван Гаврилович çав çулсене лайăх астăвать, пурнăç еплерех лайăхланса пынине аван пĕлет. Модернизаци тапхăрĕ яла çăмăллăх илсе килнĕ,çынсем вăхăта çемьене, кил хуçалăхне, культурăллăканма ытларах уйăрма тытăннă.

Ял хуçалăх культурисене минерал удобренийĕпе апатлантарма,  сăтăрçăсене хими им-çамĕпе пĕтерме пуçласан «Россия» колхоз та çĕртен пысăк тухăç илнĕ. Унăн çитĕнĕвĕсенче Иван Гавриловичăн тỹпи те пур.  Ĕçри лайăх кăтартусемшĕн ăна 1973 çулта Пĕтĕм Союзри халăх çитĕнĕвĕсен куравĕн кĕмĕл медальне, 1980 çулсенче «Патăрьел районĕн чи лайăх выльăх пăхаканĕ» ята тивĕçнĕ, Сочире канма путевка панă.

- Иртнĕ ĕмĕрте патшалăх ял хуçалăхне аталантарма май ытларах туса панă, çавăнпа колхоз-совхоз çитĕнỹ çулĕпе пымалăх укçа ĕçлесе илнĕ, - тет Иван Косойкин. -Нумаях пулмасть 90 çул тултартăм.  Мана нимĕн те кирлĕ мар ĕнтĕ. Патшалăх ял хуçалăхне ура çинче çирĕп тăма пулăшасса кĕтетĕп çеç. Тен,ăна укçа нумайрах уйăрасса курăп - лайăхчĕ те!

Сергей МИХЕЕВ 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика