АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ тĕлпулу

11 января 2019 г.

Ĕçлĕ тĕлпулу

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăвай районĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Ванеркепе тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçу вăхăтĕн- че Владимир Ванерке Тăвай районĕ 2018 çула ăнăçлă вĕçленине пĕлтернĕ. «Вырăнти бюджет тупăшĕсем пĕр хут çурă ÿснĕ. Çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртнипе хыснана хушма укçа-тенкĕ сахал мар кĕнĕ»,-палăртнă вăл.
Районта 2018 çулта пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе 6 проекта пурнăçланă. Сăмахран, вырăнти пуçарулăхпа обществăлла инфраструктурăна аталантармалли проекта пурнăçласа Çĕнçырма ялĕнче хăтлă культура çурчĕ туса лартнă, ăна Çĕнĕ çул умĕн ĕçе кĕртнĕ. Клуба тума вырăнти бюджетсăр пуçне республика бюджетĕнчен те 4 млн. тенкĕ уйăрнă, халăх, юридически лицосем тата индивидуаллă предпринимательсем 250 пин тенкĕ пухса панă.
Çулталăк вĕçĕнче çавăн пекех Тăвай ялĕнче хоккей площадки хута кайнă.
Ялсене комплекслă йĕркелесе лайăхлатмалли проектсене те пурнăçланă. «Палăртса хунисене пурне те пурнăçа кĕртме май килнĕ»,- пĕтĕмлетнĕ калаçăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ.
Тĕлпулура 2019 çулта районти ял территорийĕсене аталантарассипе, социаллă объектсемпе çулсем тăвассипе тата реконструкци туса çĕнетессипе, социаллă программăсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă мероприятисене пурнăçламалли ыйтусене сÿт-се явнă. Республика бюдже- тĕнче çак тĕллевсемпе укçа-тенкĕ сахал мар пăхса хăварнине палăртнă.
«Çулталăк пуçламăшĕнчех Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула тĕп юсав туса çĕнетмешкĕн аукцион йĕркелесси çинчен пĕлтерме палăртатпăр. Çавăн пекех кăçалхи планра - икĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тăвасси»,-тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.
Михаил Игнатьев 2019 çулта ФАПсем тăвассине вĕçлеме кирлине кăтартса панă. «Си-рĕн умри тĕллев - строительство валли çĕр участокĕсем вăхăтра палăртса хатĕрлесси. Пирĕн çак проблемăна татса памалла»,-палăртнă республика Пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика