АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунлăх хуралĕнче

11 января 2019 г.

Саккунлăх хуралĕнче

Прокуратура ĕçченĕсем хăйсен професси уявне январĕн 12-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Прокуратура вăл Конституцие пăхăннине тĕрĕслекен, право тĕлĕшĕнчи йĕркелĕхе, саккунлăха сыхлассишĕн тата çирĕплетсе пырассишĕн çирĕп тăракан орган пулса тăрать. Çак ĕçе Тăвай район прокуратурин ĕçченĕ-сем те хăйсен тÿпине хываççĕ.
Прокуратура ĕçĕн эффективлăхне малалла ÿстерсе пырасси пирки калаçнă пирĕн журналист район прокурорĕпе, юстицин аслă советникĕпе Оксана Геннадьевна Ястребовапа.
-Пирĕн районта 11 муниципаллă служба: 10 ял тăрăхĕ, 1 муниципаллă район. Прокуратура работникĕсем йывăр юридически лару-тăруран тĕрĕс тухмалли консультацисемпе сĕнÿсем параççĕ. Депутатсен Пухăвĕн депутачĕсен тата комисси ларăвĕсенчи çитменлĕх-сене тимлĕх уйăраççĕ. Муниципаллă право акчĕсем тивĕçлĕ шайра, вăйра тăракан законодательствăпа килĕшÿллĕн пулччăр, тесе тăрăшаççĕ прокуратура ĕçченĕсем.
2018 çулта прокуратура вырăнти влаç органĕсен 200 ытла нормативлă актне тĕрĕсленĕ. 103 муниципаллă право акчĕ тĕрĕс маррине кăтартса панă. Вĕсенчен 80-шĕ ял тăрăхĕ-сен, 23-шĕ муниципаллă районăн. 70 протеста пăхса тухса тивĕçтернĕ, ыттисем - пăхса тухмалли тапхăрта.
Пĕлтĕр çĕр законодательствине, тирпей-илемĕн, хула строительствин ĕçĕн, муниципаллă службăн, бюджет хутшăнăвĕсен саккунлă мар нормативлă право акчĕсене протестленĕ. Прокуратура хутшăннипе строительство тунă чухне граждансемпе предприятисем килĕшÿ тума кĕртнĕ хушма процедурăсене, муниципаллă службăна илмелли чарак йĕркесене çĕр участокĕсен законодательствине пăсса усă курнăшăн çирĕплетекен саккунлă мар нормăсене право акчĕсенчен кăларттарнă.
Патшалăх тата муниципаллă службăсем, коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсен нормисене пăхăнмасăр тунисене палăртма тата должноçри çынсене явап тыттарма май килнĕ.
Иртнĕ çул прокуратура асăннă сферăри йĕркене пăснă 56 тĕслĕх тупса палăртнă. Вĕсем тăрăх 23 представлени тăратнă, вĕсене пăхса тухса 23 çынна дисциплинарлă яваплăх тыттарнă. Саккунлă мар право акчĕсем тĕлĕшпе 21 протест тăратнă, 1 çынна административлă яваплăх тыттарнă, 3 заявление суда, прокурор тĕрĕслевĕн 1 материалне уголовлă ĕç пуçарма янă.
Тĕрĕслевсенче патшалăх тата муниципаллă службăсен коррупцие хирĕçле законодательствăна пăхăннине уйрăм тимлĕх уйăрнă.
Пĕр ял тăрăхĕн депутачĕ коммерциллĕ организацинчен илнĕ 7 пин ытла тенкĕлĕх тупăшне кăтартман. 2017 çулта вăл 900 ытла пин тенкĕлĕх тăракан автомашина туяннă, анчах ăна мĕнле майпа илнине палăртман. Çав вăхăтра автомашина хакĕ депутатăн 3 çулхи тупăшĕн- чен пысăкрах. Прокурор тĕрĕслевĕ хыç-çăн депутат хăйĕн полномочийĕсене пăрахăçланă.
Икĕ муниципаллă служащи тупăшĕ-сене пытарма тăнă тĕслĕхсене тупса палăртнă.
2018 çулхи сентябрьте федераллă служащи пулнă çынна централизациленĕ библиотека системине йĕркене пăсса ĕçе илнĕ. Çакăн пирки саккунпа пăхнă тăрăх 10 кун хушшинче пĕлтермен.
Саккунпа килĕшÿллĕн патшалăх тата муниципалитет служащийĕнче ĕçленĕ çынна ĕçе илнĕ чухне ĕç паракансем çын малтан ĕçленĕ влаç органĕсене пĕлтерме тивĕç. Çакна служащисем хăйсем малтан вĕсем тĕлĕшпе влаç представителĕн тивĕçĕсене пур-нăçлани ан пултăр, çĕнĕ ĕçе хăйĕн малтанхи должноçри майсемпе усă курса ан вырнаçтăр тесе тăваççĕ.
Район прокурорĕн тĕрĕслевĕпе РФ КоАПăн 19.29 статйипе административлă йĕркене пăсни пирки ĕç пуçарнă. Суд килĕшĕвĕпе учреждени директорне штрафланă.
Пелтĕр район прокуратури çут çанталăка сыхламалли законодательствăна пăснă 42 тĕслĕх тупса палăртнă. Ял тăрăхĕ- сене коммуналлă хытă каяшсен санкцилемен свалкисене пĕтерме, территорири ăпăр-тапăр контейнерĕсен шутне палăртма 7 заявлени тăратнă. Суд йышăнăвĕ хыççăн свалкăсене пĕтернĕ.
Пĕр ял хуçалăх предприятийĕ тăван тавралăха вараланă тĕслĕх тупса палăртнă. Çакăншăн предприяти руководительне РФ КоАПăн 8.41 статйипе килĕшÿл- лĕн 3000 тенкĕ штрафласа айăпланă.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче 47 тĕрĕслев ирттернĕ 2018 çулта. Вĕсене пĕтерме 32 представлени тăратнă, пăхса тухса должноçри айăплă 32 çынна дисциплинарлă, 3 çынна административлă яваплăх тыттарнă.
2018 çулхи сентябрьте «Янтиковская УК» ООО нумай хваттерлĕ çуртсенче пĕтĕмĕшле пурлăха тĕп юсав тунă чухне законодательствăна пăснине тупса çирĕплетнĕ. «Янтиковская УК» ООО пуçлăхĕ ячĕпе çитменлĕхсене пĕтерме представлени тăратнă.
Должноçри айăплă çынсене дисциплина тĕлĕшпе явап тыттарнă.
«Янтиковская УК» ООО пуçлăхне РФ КоАПăн 7.22 статйипе административлă йĕркене пăсни пирки ĕç пуçарнă, Чăваш Республикинчи патшалăх çурт-йĕр инспекцине ярса панă.
Çавăн пекех ĕçĕн «сăрă рынокне» хирĕç тăрас тата çынсене килĕшÿсем туса официаллă майпа ĕçлеттерес, ĕç укçине вăхăтра тÿлесе тăрас ыйтусемпе те сахал мар ĕçлеме тивет. Акă, Тăвайри «Тонус» магазинра ĕç килĕшĕвĕ тумасăр ĕçлеттернĕ сутуçăна. Çапла вара пенси, медицина тата социаллă страхованийĕсен фончĕсене тÿлевсем тăвассинчен пăрăннă предприниматель. Айăплă çынна патшалăх ĕç инспекцийĕ 5000 тенкĕлĕх штрафланă.
«Красная Чувашия» ЯХПКра ĕç укçи парăмĕсем пухăннă, икĕ уйăх ытла ĕç укçи тÿлемен çынсене асăннă коллективăн ертÿçи. Следстви комитечĕ РФ УКн 145.1 статьян иккĕмĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă, пуçлăха суд 60 пин тенкĕлĕх штраф тÿлемелле тунă.
2018 çулта 3 тăлăх ачан пурăнмалли условисене лайăхлатмалли 3 тавăç тăратнă, прокурор заявленийĕсене тивĕçтернĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пулнăранпа 73 çул çитнĕ ятпа районти 90 çулхи ветерана тÿлевпе тивĕçтерменни пирки ыйтса çырнине те пăхса тухнă район прокуратури. Тĕрĕсленĕ хыççăн йĕркесĕр- лĕхе пĕтернĕ.
Çынсене тăтăшах пулăшма тăрăшатпăр, çынсен прависене хÿтĕлессине яланах мала хуратпăр эпир.
-Оксана Геннадьевна, эсир ертсе пыракан коллектива, çăмăл мар ĕçĕрте нумай çул хушши тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнисене, прокуратура ветеранĕсене прокуратура кунĕпе саламлатпăр. Саккунлăх хуралĕнче килĕшÿпе ăнăçлăх сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика