АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçри çитĕнÿсемшĕн

11 января 2019 г.

Ĕçри çитĕнÿсемшĕн

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ çул вĕçĕнче ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Тăвайри кооператив» потребительсен обществин канашĕн председательне Вячеслав Николаевич Федорова Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă.
Çак сумлă наградăна В.Н.Федорова Чăваш Енре чÿк уйăхĕн вĕçĕнче иртнĕ «Çĕнĕ коопераци - пĕчĕк хуласемпе ялсен аталанăвĕн никĕсĕ» мероприяти вăхăтĕнче парса чысланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Центросоюз Канашĕн председателĕ Дмитрий Зубов, ытти районсенчи потребительсен пĕрлĕхĕсен ертÿçисем саламланă ăна. Тăвай енри кооператорсем пахалăхлă продукци кăлараççĕ, ăна сутас енĕпе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Пурлăхпа техника никĕсĕ ÿссе пырать. Халăха тĕрлĕ енлĕ пулăшупа тивĕçтерес ĕçри çĕнĕлĕхсене те пурнăçа кĕртсе пынине палăртма кăмăллă.
Вячеслав Федоров 42 çул тăрăшать потребкоопераци тытăмĕнче. Кооператив техникумĕнче вĕреннĕ хыççăн вырнаçнă Тăвай райповне, ĕçленĕ вăхăтрах аслă пĕлÿ илнĕ.
-Ĕç кал-кал пырасси пĕрлехи вăйран килет,- тет потребобщество ертÿçи. - Çÿлерех асăннă мероприятине çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 300 ытла çын килнĕ. Пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашрăмăр, малашне хутшăнса ĕçлесси пирки те пычĕ калаçу. Сăн ÿкерчĕкре (архивран): ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев В.Н.Федорова хисеплĕ паллă илнĕ ятпа саламланă самант.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика