Клубные учреждения автономного учреждения "Многофункциональный культурный центр" Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр уяв та унсăр иртмест

21 ноября 2018 г.

Культура ĕçне чунтан парăннă çынсем районта сахал мар. Вĕсем районта иртекен кашни мероприятиех хастар хутшăнаççĕ, хăйсен пултарулăхĕпе куракансене савăнтараççĕ. Çавăн пек çынсенчен пĕри - Василий Ефимович Романов. Ăна районта палламан çын та çук пулĕ. Ăста музыканта сцена çинче тăтăшах хуткупăспа курма пулать.

Василий Романов Туктамăш ялĕнче 1948 çулта çуралнă, ачалăхĕ те унтах иртнĕ. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкула пĕтерсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче музыкăпа педагогика факультетĕнче пĕлỹ илнĕ. Ĕç биографине Архангельск облаçĕнчи педагогика училищинче пуçланă. Унтанах совет çарĕн хĕç-пăшал вăйĕсен ретне тăнă. Çар тивĕçне пурнăçланă вăхăтра унти штатри мар юрăпа ташă ансамблĕнче вылянă.

Василий Романов хăйĕн ĕçне юратса тата пĕлсе пурнăçлать. Ачасемпе тата аслисемпе хор занятийĕсем ирттерме ăста. Вăл чылай çул хушши "Хĕвел" ача садĕнче музыка ертỹçинче вăй хунă. Çав хушăрах районти Культура çуртĕнче аккомпаниаторта тата концертмейстерта, темиçе çул хушши халăх хорĕн ертỹçинче тăрăшнă. Вăл ертсе пынипе хор республикăри тĕрлĕ фестиваль-конкурссене, смотрсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнма пултарнă.

Василий Ефимович Атнар ял тăрăхĕн ташă коллективĕпе те ĕçленĕ. Унсăр пуçне "Искра" колхозăн, сельхозтехника, шалти ĕçсен пайĕн пултарулăх коллективĕсене ăсталăхне туптама пулăшнă. Районти тĕп библиотека тата Культура çурчĕ çумĕнчи фольклор коллективĕсемпе те ĕçлет вăл. 2000 çултанпа ĕнтĕ вăл районти Культура çуртĕнче хормейстерта вăй хурать. Вăл тăрăшнипе кунти ветерансен хорĕ "халăх" ята илме тивĕç пулнă. Регионсем хушшинчи "Выля, хут купăс!" фестивальте те Василий Романов Георгий Ярловпа (Питĕркассинчи Культура çурчĕн заведующийĕ) пĕрле хĕрлĕчутайсен чысне хỹтĕленĕ.

Палăртмалла, Василий Романов - "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ". Мăшăрĕ Нина Ивановна та юрлас енĕпе ăста, вăл ветерансен халăх хорне темиçе çул ĕнтĕ çỹрет, мăшăрне те пултарулăх ĕçĕнче куллен хавхалантарса тăрать.

Романовсем икĕ ывăла кун çути парнеленĕ, тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕ. Акă, аслă ывăлĕ Эдуард пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă, вăл - "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ".

Çакна каласа хăвармалла, районти нимĕнле концерт та, уяв та, смотр та Василий Ефимовичсăр иртмест. Ăна ĕçтешĕсем те хисеплеççĕ, куракансем те хапăл тусах йышăнаççĕ.

А.ВАСЮКОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика