Клубные учреждения автономного учреждения "Многофункциональный культурный центр" Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă - чун уççи!

07 декабря 2018 г.

Декабрĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарти Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче халăх юррисене юрлакансен регионсем хушшинчи пĕрремĕш фестиваль-конкурс иртнĕ. "Юрă - чун уççи!" конкурса Ираида Вдовина 105 çул тултарнине халалланă.

Конкурса хутшăнакансен Ираида Вдовина репертуарĕнчен пĕр юрă тата халăх юрри шăрантармалла пулнă.

Фестиваль-конкурса пурĕ çирĕм ытла фольклор коллективĕ хутшăннă, çав шутра районти Культура çурчĕн "Шанчăк" фольклор ансамблĕ те.

Районта пурте пĕлекен, юратса кĕтсе илекен фольклор ушкăнĕ хăйне республика шайĕнче те лайăх енчен кăтартса пама пултарнă, "Шанчăк" иккĕмĕш степеньлĕ лауреат ятне тивĕçнĕ. Фольклор ушкăнĕн ертỹçи Галина Сергеева "Солистсем" номинацире иккĕмĕш степеньлĕ лауреат ятне илнĕ, Ираида Вдовинан юррине вара вăл пуринчен те лайăх шăрантарса пĕрремĕш вырăна тухнă.

А.КАРПОВА. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика