Клубные учреждения автономного учреждения "Многофункциональный культурный центр" Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Фестивальсен ярмăрккинче" палăрнă

21 декабря 2018 г.

Иртнĕ канмалли кунсенче Шупашкарти Трактор тăвакансен керменĕнче халăх пултарулăхĕн конкурсĕсене хутшăна-кансен "Фестивальсен ярмăркки" иртнĕ. Унта театр пултарулăхĕн, эстрада, фольклор тата ытти ушкăнсен республика шайĕнчи конкурсĕсенче çĕнтернисем хутшăннă.

Мероприятие респуб-ликăри 18 районтан килсе çитнĕ 30 ытла коллектив пухăннă. Тĕрлĕ жанрпа ĕçлекен коллективсем хушшинче хĕрлĕчутайсем те пулнă. Районти Культура çурчĕ çумĕнчи "Шокăль" тата "Шанчăк" фольклор ушкăнĕсем "Сурхури" йăли-йĕркине кăтартса панă. Вĕсем авалхи уявсен сценарине хатĕрленĕшĕн лауреат ятне тивĕçнĕ.

Театр коллективĕсен конкурсĕнче Тралькассинчи Культура çурчĕн театр ушкăнĕ тата районти Культура çурчĕн çамрăксен халăх театрĕ Дипломсене тивĕçнĕ.

"Асамлă сцена" фестиваль-конкурса хутшăннăшăн Туктамăшри Культура çурчĕн театр коллективĕ Дипломлă пулнă.

Республикăра иртнĕ "Славься, Чувашия!" конкурса хутшăннăшăн та районти пултарулăх ушкăнĕ Диплома тивĕçнĕ.

А.ТИМОФЕЕВА. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика