АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хоккей коробки уçрĕç

29 декабря 2018 г.

Хоккей коробки уçрĕç

Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Тăвай ялĕнчи «Аль» спорткомплекс çывăхĕнчи хоккей коробкине уçрĕç.
Савăнăçлă программăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Сормов, районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ Владислав Обаськин, социаллă аталанупа архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Оксана Кириллова, Тăвай ялĕнче пурăнакансемпе вĕренекенĕсем хутшăннă.
-Тăвайри хоккей коробки ачасене вăхăтра тивĕçтерме пуçлатăр тесе тăрăшнисене район администрацийĕн ячĕпе тав тăватăп. Ку çĕнĕ объект районти физкультурăпа сывлăх юхăмне малалла аталантарма май парать. Çĕнĕ çулпа саламлатăп сире, ачасем, спортра çĕнĕ результатсемпе савăнтарасса шанатăп. Выльăр хоккейла, савăнăр, ÿсĕр»,-тенĕ Владимир Ванерке.
Район администрацийĕн пуç-лăхĕ Тăвай ял тăрăхне хоккей площадкине тума пулăшнă районти депутатсен пухăвĕн депутачĕсене, предприятипе организацисен руководителĕ-сене, предпринимательсене (Юрий Ефимов, Вера Кириллова, Алексей Васильев, Андрей Соколов) Тав çырăвĕсем панă. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсене - Владислав Обаськинпа Андрей Морякова уйрăммăн тав тунă Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Сормов.
Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем хоккейла выляса ăмăрт- нă, савăннă.
Вырăнти пуçарупа усă курса обществăлла инфраструктурăна аталантармалли проекта пурнăçа кĕртсе тунă Тăвайри ятарлă бортлă хоккей коробкине.
20х30 метр виçеллĕ асăннă объекта тума Евгений Владимирович Ершов подрядчикпа контракт тунă. Унăн хакĕ - пĕр миллион та тăватçĕр хĕрĕх ултă пин те 811 тенкĕ те 50 пуспа танлашнă. Вĕсенчен 1.062509 тенки республика бюджетĕнчен, 383672 тенкĕ те 50 пусĕ Тăвай ял тăрăхĕн, 238000 тенки халăхăн, организацисемпе предприятисен, предпринимательсен.
Шупашкарти «УютСтрой» ООО, Алексей Аркадьевич Васильев (Çăлпуç) - 30000;
«Коммунальник» ООО (Ю.А.Ефимов) - 15000 тенкĕ;
«Акконд-агро фирма» общество - 5000, Андрей Николаевич Моряков - 5000, Владислав Николаевич Обаськин - 4000, Андрей Иванович Соколов - 10000 тенкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика