АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николай Малов депутат тыл ĕçченне саламланă

29 декабря 2018 г.

Николай Малов депутат тыл ĕçченне саламланă

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов Вăрманхĕрри ялĕнчи тыл ĕçченĕпе Николай Макарович Табаковпа тĕл пулнă. Тĕлпулăва çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке тата Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Сормов хутшăннă.
Николай Макарович йышлă çемьере çуралнă. Ашшĕне 1942, аппăшне 1943 çулта вăрçа илсе каяççĕ, ашшĕ текех таврăнайман килне.
Николай Табаковăн ачалăхĕ çăмăл пулман. Çемьере вăл пĕртен-пĕр арçын ача пулнăран килхуçалăхри ĕçсем ытларах ун çине тиеннĕ. Колхозри пур ĕçе те хутшăннă вăл, Канаш элеваторне тырă та турттарнă. 1949-1951 çулсенче Совет çарĕнче службăра тăнă, артиллерист пулнă. Служба хыççăн каллех колхозра тăрăшнă, ревкомисси председателĕ, фермăсен заведующийĕ тата строительство бригадин бригадирĕ те пулнă. Ăна «Ĕç ветеранĕ» тата «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальсемпе наградăланă. Мăшăрĕпе Ольга Степановнапа 7 ача çуратса ÿстернĕ.
Николай Владимирович тата Владимир Ванерке хисеплĕ юбиляра çитсе пыракан Çĕнĕ çулпа тата юбилейпе саламланă, Николай Макаровича çирĕп сывлăх, телей, çывăх çыннисен тимлĕхне суннă. Тыл ĕçченне чечек çыххи тата хаклă парне панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика