АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене истори вĕрентет

29 декабря 2018 г.

«Историе лайăх пĕлмесен, малалла çирĕп утăмсемпе каяймăн»,-тенĕ ватăсем. Йăнтăрчăри Нина Геннадиевна Кузьминана та ашшĕпе амăшĕ çапла ăс панă ахăртнех, çавăнпа хĕрача шкулта вĕреннĕ чухнех авалхи пурнăçпа питĕ кăсăкланнă, тантăшĕсене ĕлĕкхи пирки кала-кала панă.
Йăнтăрчăри вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн пике Шупашкарти педагогика училищине çул тытнă, ачасене воспитани паракан пулма ĕмĕтленнĕ. Дипломлă пулса тăрсан Н.Кузьмина Йăнтăрчăри шкулчченхи учрежденире ачасемпе ывăннине пĕлмесĕр тимленĕ. «Ĕçленĕ хушăрах аслă пĕлÿллĕ пулма тĕллев тытрăм, 1998-2003 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче заочно майпа вĕренсе çутă ĕмĕтĕме пурнăçларăм, истори учителĕ пулса тăтăм»,-калаçăвăмăра малалла тăсать умри хĕрарăм.
-Эсир вĕрентекен предмет арçын учителе çывăхрах пек туйăнать. Мĕншĕн историне суйласа илтĕр;-интересленетĕп Нина Геннадиевнаран.
Самантлăха шухăша путрĕ вăл, йăл! кулса илчĕ. «Ман шутпа, кашни предметах хăйне евĕр кăсăклă. Историне илер-ха ак. Мĕн çинчен кăна пĕлме пулать пĕр-пĕр приключениллĕ статьяпа паллашсан, вĕçне çитиччен те чарăнаймастăн. Унтан вара тата интереслĕрех пулăм пирки пĕлес килет»,-тет ăшă пит-куçлă учительница.
Вăл хăйĕн тĕллевĕсене тăтăшах çĕнетсех тăнипе пĕрлех истори, общество предмечĕсене ытларах та ытларах ачана юратма хăнăхтарать. Н.Кузьмина вĕрентекен ачасем шкулти, районти олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Иртнĕ çулсенче Владимир Петров обществознани олимпиадинче пысăк çитĕнÿ туса палăрнă. Кăçал Данил Хайдуков право, истори предмечĕ-семпе лайăх пĕлÿ кăтартнă. «Аделина Павлова савăнтарма пуçларĕ юлашки çулсенче, çамрăк ачасенчен кая юлмасть, предметлă олимпиадăсенче çÿллĕ кăтартусемпе палăрса тăрать»,-шухăшне малалла тăсать истори вĕрентекенĕ.
Н.Кузьмина вĕренекенĕсем предметлă конкурссенче, тĕпчев ĕçĕсенче, наукăпа практика конференцийĕсенче кашни çулах ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. 2014 çулта Раççей шайĕнче ирттернĕ «Знание государственной символики Российской Федерации» конкурсра çĕнтерÿçĕ- сен йышне кĕме пултарнă.
Нина Геннадиевна хăйĕн професси ăсталăхне ÿстерессипе те чылай тимлет, тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Районти «Чи класлă класс ертÿçи» конкурсра - 2010 çулта, «Çулталăк учителĕ» ятлинче 2014 çулта лауреатсен йышне кĕнĕ.
Тăвай енри истори учителĕсен фестивалĕн-че тăтăшах малти вырăнсене йышăнать Н.Кузь-мина.
2018 çулта Чăваш республикинчи вĕрентÿ институтчĕ «Чи лайăх методикăллă истори урокĕ» конкурс ирттернĕ, пирĕн районти педагог ĕçне иккĕмĕш вырăн парса хакланă унта.
Истори учителĕ обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать. Шкулти класс ертÿçисен пĕрлешĕв-не йĕркелесе пырать. «Ку вĕренÿ çулĕнче пиллĕкĕмĕшсемпе туслă пурăнатпăр эпир. Амăшĕсен кунне килĕшÿллĕ ирттертĕмĕр класра, хĕрарăмсем питĕ хĕпĕртерĕç. Педагогикăри ĕç стажĕ пурĕ 21 çул пухăнчĕ. Йăнтăрчăри шкулта вара 17 çул ĕçлетĕп»,-калаçу кĕнекине малалла уçать учительница.
Спортпа та туслă педагог. Шкулти, районти волейбол ăмăртăвĕсене яланах хутшăнать.
Ĕçне кура - хисепĕ. Тĕрлĕ Тав хучĕсем те пур унăн. Чăваш Республикин вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотипе 2013 çулта чысланă ăна, кăçал райадминистрацийĕнне панă харсăр хĕрарăма.
Мăшăрĕ, Александр Семенович, çемйи çителĕк- лĕ пурнăçпа пурăнтăр тесе вăй хурать. Икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Станислав салтака кайса килнĕ, Андрей шкулта вĕренет. Çирĕп кил-хуçалăх çавăрнă Кузьминсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика