АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăмсем - обществăра пысăк вăй

29 декабря 2018 г.

Хĕрарăмсем - обществăра пысăк вăй

«Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ» обществăлла организацин Тăвай районĕн-чи уйрăмĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕ. 2016-2018 çулсенчи отчетлă тапхăрти ĕçĕпе уйрăм председателĕ Татьяна Иванова паллаштарнă.
Ял тăрăхĕсен территорийĕнчи 27 уйрăм районти общество пĕрлешĕвĕсемпе, организацийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлесе районăн экономикипе социаллă пурнăçне аталантарас ĕçе хастар хутшăннине палăртнă. Ĕç-хĕлĕн тĕп тимлĕхĕнче - йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесемпе ĕçлесси, вĕсене пулăшасси, сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси, обществăра çемье институчĕн статусне ÿстересси, амăшлăха, ачалăха сыхласси тата ыт. те.
Алкоголизм проблеми çивĕч тăнине те палăртса хăварнă вăл хăйĕн отчетĕнче. Хăш-пĕр çемьесенче ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ачисем те хаяр шĕвек еннелле туртăнни общественноçа пăшăрхантармасăр тăма пултараймасть. Хĕрарăмсен канашĕсен членĕсем профилактика субъекчĕсен специалисчĕ-семпе пĕрле çакăн пек çемьесене профилактика рейчĕсене тухаççĕ. Кайран та тимлĕхрен вĕçертмеççĕ.
Спортри çитĕнĕвĕсем те курăмлă районти хĕрарăмсен. Волейболла выляссипе уйрăмах маттур, ытти енĕпе те вырăнта кăна мар, республикăра пĕрре кăна мар палăрнă. Сывă пурнăç йĕркине сарассине малашне те вăйлатса пымалла, ял çыннисене физкультурăпа спорт юхăмне анлăрах явăçтармалла.
Политика пурнăçĕнче те активлăх кăтартаççĕ вĕсем. Сăмахран, иртнĕ суйлавра территорири тата участокри комиссисен членĕсен 84 проценчĕ хĕрарăмсем пулнă.
Ĕçрен пушăрах тапхăрта, кĕрхи ĕçсем хыççăн тата хĕл кунĕсенче, культура вучахĕсемпе вулавăшсенчи ал ĕç клубĕсем хăйсен ĕçне вăйлатаççĕ. Вĕсене çамрăксем те, аслă ÿсĕмрисем те кăмăлтан çÿ-ресе, пултарулăхăн çĕнĕлĕхĕсене алла илеççĕ. Тăвайри культура çурчĕ çумĕн-чи ветерансен хорне республикăра та лайăх пĕлеççĕ.
«Ăçта хĕрарăмсем - унта йĕрке, тирпейлĕх»,-тенĕ Татьяна Валерьевна. Вырăнти уйрăмсен пуçарăвĕпе йĕркелекен субботниксенче, тавралăха симĕслетес, тирпей-илем кÿрес тĕлĕшпе иртекен уйăхлăхсенче пирĕн хĕрарăмсем яланах малти ретре. Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕнхи «Асăну çурти», «Георги хăйăвĕ», «Çĕнтерÿ çемйи», «Вилĕмсĕр полк» акцисем хатĕрлес енĕпе пултаруллă пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Халăх хушшинче авторитетлă, хăйсен ĕçне чунтан парăнса, иксĕлми хавхаланупа пурнăçлакан хĕрарăмсене ятран асăнчĕ уйрăм председателĕ. Вĕсем «Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ» обществăлла организаци ирттерекен мероприятисенче те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. 2016 çулта Светлана Николаева (Тăрмăш шкулĕ) «Чи çамрăк хĕрарăм-директор», 2017 çулта Вера Кириллова (Тăвай шкулĕ) «Çулталăкри чи лайăх хĕрарăм-директор» республикăри конкурссен çĕнтерÿçисем пулнă. Кăçалхи пуш уйăхĕнче «Хĕрарăм-лидер» конкурсра «Ял хĕрарăмĕ - предприниматель» номинацире çĕнтернĕшĕн «Тăвай çăкăрĕ» обществăн генеральнăй директорĕн çумне Татьяна Обаськинана I степеньлĕ, Валентина Обаськина предпринимателе III степеньлĕ дипломсем парса чысланă. Районти чи лайăх ал ĕç ăстисем кăçал та Республика кунĕнче халăх пултарулăхĕн конкурсĕнче хăйсен ĕçĕсемпе савăнтарнă.
Конференцире райадминистрацин ЗАГС пайĕн ертÿçи Валентина Новикова, Енĕш Нăрвашри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Светлана Михайлова (вăл ялти тĕрĕ ăстисен ĕçĕсенчен курав та йĕркеленĕ) хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Валерий Чайкин тухса калаçнă. Ял тăрăхĕсенчи, районти кăçалхи курăмлă ĕçсем çинче чарăнса тăнă май, вĕсенче хĕрарăмсен ĕç-хĕлне пысăк хак панă. Çывхарса килекен уявсемпе саламласа çирĕп сывлăх, телей, çитĕнÿсем, юрату суннă.
«Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ» обществăлла организацин Тăвай районĕн-чи уйрăмĕн Президиумĕн çĕнĕ составне суйланă. Уйрăм председателĕ пулма Татьяна Иванованах шаннă. Пултаруллисен ушкăнне республикăри хĕрарăмсен союзĕн Тав хучĕсемпе хавхалантарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика