Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилей, юбилей, илсе килчĕ вăл телей

21 декабря 2018 г.

Юбилей - кашни çыннăн пурнăçĕнчи паллă самант. Çак уява килте тăвансемпе, тус-тантăшпа ирттерни аван, анчах культура çуртĕнче ял çыннисемпе пĕрле савăнăçа пайласан тата лайăхрах.

Нумаях пулмасть Пăлакасси-Козловка клубĕнче икĕ ялти юбилярсене чысласа "Саврăм сире, юратрăм сире..." кану каçĕ иртрĕ.

Арсентий Хитров - 85, Донисия Суркова- 80, Ираида Ширтанова 60 çулĕсене паллă турĕç. Виççĕшĕ те сумлă та хисеплĕ çынсем. Вĕсен кун-çулĕпе А. Урукова паллаштарчĕ. А. Хитров Кивĕ Ахпỹртри-пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта чылай çул ĕçленĕ. Вăл ачасене тăван чĕлхен илемне туйма вĕрентнĕ, литература тĕнчине илсе кĕнĕ. Çав вăхăтрах музыка урокĕсене те ертсе пынă. Арсентий Иванович паян та çулне пăхмасăр сăвăсем шăрçалать, вĕсене кĕвве хывать. Мăшăрĕ те, Зоя Александровна, ĕмĕр тăршшĕпех шкулта вĕрентнĕ. Вĕсем тăватă ачине тивĕçлĕ пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Д. Суркова пирки те ялта ырăпа çеç калаçаççĕ. Вăл тивĕçлĕ канăва кайичченех колхозра тăрăшнă. Пăянамăшĕпе чылай çул килĕштерсе пурăннă. Ачисемпе мăнукĕсем ăна питĕ хисеплеççĕ.

И. Ширтанова çĕр çине повар пулмах çуралнă тесен те йăнăш мар. Вăл Кивĕ Ахпỹрт-ри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта ачасене сĕтеклĕ те тутлă апат пĕçерсе çитерессишĕн сахал мар тăрăшнă. Выльăх та йышлă усраççĕ. Аслă хĕрĕ Санкт-Петербургра, кĕçĕнни Шупашкарта тĕпленнĕ.

Юбилярсене Туçа ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ А. Мальцева çĕршыва аталантарас ĕçре тата пулас ăрусемшĕн ырми-канми ĕçленĕшĕн тав турĕ. Çавăн пекех Н. Ярусов ял депутачĕ, Туçари тата Кивĕ Ахпỹртри пĕлỹ çурчĕсенчи вĕрентекенсем, Татмăшри фольклор ушкăнĕ, М. Ярусова йĕркеленĕ ташă ушкăнĕ, ял-йыш ăшшăн саламларĕç, илемлĕ юрă-ташă парнелерĕç.

Н. ОСИПОВА. И. КОЗЛОВА 

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика