Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч иртрĕ ăмăрту

18 декабря 2018 г.

Вăрнарти спорт комплексĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешсе арçын ачасемпе хĕрсем хушшинче "Попутчик" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ А. Петрова тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ юрисчĕ В. Яковлева парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ уçă турнир иртрĕ. Ăста командăсем сахал мар пулчĕç тупăшура. Иваново, Хусан, Ульяновск, Канаш, Шупашкар хулисенчен, Тутарстан, Мордови, Удмурт Республикисенчен, тĕрлĕ районтан килнĕ вĕсем. 300 ытла кĕрешỹçĕ вăй виçрĕ. Пирĕн район чысне ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт комлексĕн филиалĕсен шкулĕсенче кĕрешме хăнăхакансем хỹтĕлерĕç. Хирти Пикшикри вăтам шкулти Е. Чернов 68 килограмлă виçере иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. Б. Хамдеев хăйĕн виçинче вара виççĕмĕшне йышăнчĕ. Вĕсемпе З. Камалетдинов тренер ĕçлет.

Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекен М. Ерофеев 62 килограмлă виçерисемпе кĕрешсе çурма финалта виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене медаль, грамота тата укçан парса хавхалантарчĕç.

М. ЗЕЙНЕТДИНОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика