Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырăлăхпа Чăваш Енре палăрчĕ

И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче Чăваш Республикинчи волонтерсен çулталăкне халалласа "Доброфорум" иртрĕ. Унта республикăри Ырă ĕçсен çулталăкне пĕтĕмлетрĕç.

Чăваш Енре 1,7 пин ытла волонтерсен пĕрлешĕвĕ. Вĕсенче 50 пин ытла çын тăрать. Ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ ырă тума кăмăл пуррисен. Аслă çулхи çынсене, сусăрсене пулăшма тăрăшаççĕ вĕсем. Пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнисене алă тăсса параççĕ. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлаççĕ. Палăк таврашĕсен тавра тирпей-илем тытса тăма явăçаççĕ тата ытти те.

Çак форума хутшăнма Турханти вăтам шкулти А. Кольцов та тивĕçрĕ. Ахальтен мар. Андрей Пĕтĕм Раççейри "Доброволец России - 2018" регионти тапхăрĕн конкурсĕнче çĕнтерỹçĕ пулчĕ. "Вокруг меня" номинаципе палăрчĕ. Ăна çак ятпа республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ В. Кудряшов саламларĕ.

Чăнах та сахал мар ырă ĕç тăваççĕ шкулта вĕренекенсем. Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ А. Кольцов ертсе пынипе "Кивĕ хут пухса пар" акци йĕркеленĕччĕ. Унта 1-11 классенче вĕренекенсем пурте явăçнăччĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕ те пăрăнса юлмарĕ акцирен. 1 тонна кивĕ хут 10 йывăçа касасран сыхланине кашниех чухларĕ. Ĕç сая каймарĕ. 2 тонна яхăн кивĕ хут пухрĕç вĕренекенсем. Халĕ шкулта усă курнă батарейкăсене пухассине йĕркеленĕ. Мĕншĕн вĕсене кирлĕ-кирлĕ мар çĕре пăрахса сывлăша вараламалла?

Шкул администрацийĕ, класс ертỹçисем, вĕрентекенсемсĕр пуçне А. Кольцов хăй те çитĕ- некен ăрăва чылай ырă ĕçе явăçтарма тăрăшать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтаракан акцисем сахал мар йĕркелет Анатолий Валентинович. Акă уйăх тăршшĕпе физкультурăпа "5" паллă ытларах илекенсене хавхалантарса футболкăсем парнелерĕ. Çак чыса сентябрьте М. Иванов, октябрьте Л. Ершова, ноябрьте Д. Маркова тивĕçрĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 декабря 2018
10:31
Поделиться