Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йышăну иртнĕ

Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕ пуçланса кайни 17 çул çитнĕ май ноябрĕн 26-мĕшĕ - декабрĕн 2-мĕшĕсенче партин Председателĕн Д. А. Медведевăн мĕн пур регионĕсенчи уйрăмĕсенче тата партин вырăнти обществăлла йышăну пỹлĕмĕсенче граждансене хăйсен ыйтăвĕпе йышăнмалли кунсем иртеççĕ. Çакнашкал тĕл пулу пирĕн районта та пулнă.

Ноябрĕн 28-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков граждансене хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусемпе йышăннă . Тĕл пулăва килнĕ çынсем пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатас, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене асăнса лартнă палăксене юсас, çĕр, документсемпе çыхăннă ыйтусемпе кăсăкланнă. Йышăнăва килнĕ граждансем пурте тивĕçлĕ хурав илнĕ.

Çак кунхине районти 19 ял тăрăхĕнче те çакнашкал тĕл пулусем иртнĕ. Вырăнти çынсене ял поселенийĕн пуçлăхĕсемпе ял тăрăх депутачĕсем йышăннă.

Хамăр корр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 ноября 2018
09:30
Поделиться