Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрьевка ялне те газ çитрĕ

28 ноября 2018 г.

Юрьевка ялĕнче сивĕ, вăхăтран-вăхăта юр ỹккелет, çỹрекенсем те ытлашшиех курăнмаççĕ. "Çĕнĕ" урам вĕçĕнче анчах халăх нумай. Пухăннисем хушшинче - район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Аркадьевич Мясников тата Кукашни ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Юрьевна Емельянова. Каярах ял хĕрне газовиксем те çитрĕç. Вĕсем хушшинче "Газпром газорас-пределение Чебоксары" акционерлă обществăн пирĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Юрий Флегонтович Челеверов та пулчĕ. Çапла вара малашне Юрьевка ялĕнче те çутçанталăк газĕ пулать. Газовиксем газ уйăрса яракан станци ĕçне тепĕр хут тĕрĕслерĕç. Каярах кунта кăвак çулăм панипе çыхăннă ятарлă церемони уçăлчĕ. Унта районти тата ял тăрăхĕн- чи сумлă çынсем пухăннисем умĕнче сăмах каларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Мясников газ кĕртнĕ чухне влаç органĕсемпе ял халăхĕ алла-аллăн тытăнса ĕçлени çинчен каларĕ. Малашне те кунти çынсем çакăн пек пĕрле тăрăшасса шаннине пĕлтерчĕ. Кукашни ял хутлăхĕн пуçлăхĕ С. Емельянова газ пуррипе мăнаçланма кирлине çеç мар, унпа перекетлĕ усă курмалли çинчен те аса илтерчĕ. Церемони вăхăтĕн-чех ял çыннисем Светлана Юрьевнăна тав сăмахĕсем каларĕç. "Вăл çав тери маттур пулман пулсан, халь те газсăр лараттăмăр",- терĕç вĕсем. "Газпром газораспределение Чебоксары" акционерлă обществăн директорĕ С. Ковшиков та çак пĕлте- рĕшлĕ пулăмпа саламланă хыççăн халăха ырă сунчĕ, газпа асăрхануллă пулмалли çинчен те аса илтерчĕ. Пухăннă халăха Шуршăлти "Шурăмпуç" ушкăн юрă-ташăпа савăнтарчĕ. "Яла ăшăпа тивĕçтерни çав тери лайăх пулăм. Шухăшласа пăхăр-ха: çурта килекен газпа йывăрлăхсем çинчен манма пулать. Çынна лайăх пурăнма яланах шыв тата ăшă кирлĕ пулнă",-терĕ кунта пурăнакан Ирина Нефедова. Пĕчĕк яла кăвак çулăм çитни савăнăç туйăмĕ çуратать, анчах ял малалла аталантăр тесен чылай вăй хумалла. Паянхи церемони хыççăн ун сăн-сăпачĕ лайăх енне улшăнасса шанатпăр.

И. ДЕРЮЖИН.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика