Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыл ĕçченне - Президент саламĕ (Ял ĕçченĕ)

21 сентября 2018 г.

Тыл ĕçченне - Президент саламĕ (Ял ĕçченĕ)

Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Чутейре пурăнакан Зинаида Семеновна Юркинан 90 çулхи юбилейĕ пулчĕ. Çак паллă кунпа тыл ветеранне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ăшшăн саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм та ырă кун-çул сунчĕ. Сумлă ватă ячĕпе РФ Президентĕнчен килнĕ ăшă сăмахсемлĕ Тав çырăвне вуласа пачĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Григорий Куклов пархатарлă пурнăç çулне утса тухнă аслă ăру çыннисем çамрăк ăрушăн яланах ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ, юбиляра асăнмалăх парне пачĕ. 
Çĕнтерĕве çывхартма Зина аппа та хăйĕн тÿпине хывнă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, тĕрлĕ çимĕç çитĕнтернĕ, колхозра пай илсе ĕçленĕ. Çапла пур ĕçе те ĕлкĕрнĕ. Инвалид хĕрне халĕ те юратса пăхать. Юлашкинчен шкулта техслужащире ĕçлесе пенсие тухнă. 
«Çапла, вăйпитти чухне сатур пулнă»,_ тет Зинаида Семеновна.
Пĕрле пурăннă ывăлĕ вилнĕ хыççăн кинĕ хунямăшĕн ватлăх кунĕсем канлĕхре иртчĕр тесе тăрăшать. Вероника Егоровнана лайăх пăхнăшăн чунтанах тав тăвать вăл. Хăйне те, ăшă кăмăллăскерне, хисеплеççĕ ял-йышра. 
Саламлама килнĕ хăнасене ырă пил парса ăсатрĕ. «100 çулхи юбилейна та çитĕпĕр-ха»,_тесе хавхалантарса сывпуллашрĕç ватăпа.

 

                                                                                                                                                  В.Куприянова

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика