Чутеевское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни çамрӑк яшӑн тивӗçӗ (Ял ĕçченĕ)

16 ноября 2018 г.

 

    Çӗршыва  хӳтӗлесси –  кашни  18 çула çитнӗ  яшӑн  тивӗçӗ. Кӗркунне, çуркунне пӗрисем  хӗсмете каяççӗ, теприсем  салтак  тивӗçне пурнӑçласа  тӑван  киле таврӑнаççӗ.                           Ку уйӑх пуçламӑшӗнче Чутей  ялӗнче пурӑнакан Александр Николаевичпа Алена Геннадьевна Петровсен  килӗнче савӑнӑçлӑ  самант пулчӗ. Вӗсен ывалӗ Руслан çар службинчен таврӑнчӗ. Вӑл кӗçӗн сержант  званипе  Кӑнтӑр  Осетире  Цхинвал  хулинче водитель пулса  РЭБ  ротинче службӑра  тӑнӑ.

     11 класс  пӗтернӗ  хыççӑн  Р.Петров  Канашри  автошкултан  вӗренсе тухнӑ. Салтакра  пулнӑ вӑхӑтра  хӑйне лайӑх  енчен кӑтартнӑ.  Çу  уйӑхӗн  9-мӗшӗнче  Цхинвалта иртнӗ Çӗнтерӳ  парадне  те хутшӑннӑ.  Чаç командирӗсем  пултаруллӑ  каччӑ  çинчен çырса панӑ характеристикӑра  çапла палӑртнӑ: «Дисциплинӑллӑ, хушнине вӑхӑтра та тӗплӗн пурнӑçлать.  Хӑйӗнпе пӗрле  службӑрисене пулӑшса пырать.  Юлташӗсем ӑна хисеплеççӗ, вӗсемшӗн вӑл тӗслӗх  пулса тӑрать…»

    Шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра спортпа туслӑ  пулни яша хӗсметре те пулӑшнӑ.  Чупассипе  ирттернӗ ӑмӑртусенче  вӑл  яланах  малти  вырӑнсем  йышӑннӑ.  Вӗсен роти ытти спорт ӑмӑртӑвӗсенче  те çӗнтерсе « Кӑтартуллӑ тӗслӗх рота» шутланнӑ.  Р. Петров  «Гварди» палли, «Кавказра службӑра тӑнӑшӑн», «Парада хутшӑннӑшӑн» медальсемпе значоксем, тӗрлӗ грамотӑсем илме тивӗçлӗ пулнӑ.

   Салтак  тивӗçне чыслӑн татнӑ яша  малаллахи пурнӑç  çулӗпе  утма  ӑнӑçу, телей, сывлӑх  сунар.

З.Иванова. Чутей ялӗ.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика