Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 55 çул- юратнă мăшăрпа

23 ноября 2018 г.

Упамсари Леонтьевсен ачисем ỹссе çитĕнсе тăван йăваран вĕçсе кайнă ĕнтĕ. Аслă хĕрĕ Ульяновск облаçне тата иккĕшĕ Турхана качча тухса тĕпленнĕ. Ывăлсенчен иккĕшĕ Тольяттинче, тепри Шупашкарта çемйисемпе пурăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ патне илсе çитерекен сукмака курăк пусма памаççĕ. Çулĕсемпе çамрăках мар пулсан та Геннадий Васильевичпа Клавдия Петровна хăйсене аванах туяççĕ-ха. Кил-çуртри кирек хăш ĕçе те тытса тума пултараççĕ. Картишĕнче выльăх-чĕрлĕх те пур. Вĕлле хурчĕ тытаççĕ. Пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтереççĕ. Çуртăн путвалĕнче кĕр пуянлăхĕ туллиех.

Пỹртре кил хуçи мăшăрĕ хăй çинче чечеклĕ пусма çине тĕрленĕ алăк каррисем, вырăн таврашĕсем куçа илĕртеççĕ. Сак тата тенкел çивиттисене тĕрлĕ тĕспе çыхнă. Стена çумĕнче те алă ĕçĕсем. Пысăкрах тĕрĕсене рамкăна вырнаçтарнă. Эпĕ вĕсене сăнанине кура Клавдия Петровна шифоньерти типтерлĕн якатса çакса хунă шурă, кĕрен, симĕс, шенкер... тĕрĕллĕ саппунĕсемпе хуçлатса упранакан тутăрĕсене кăларчĕ.

- Маларахри çулсенче тĕрленĕ. Икĕ аркăллă чăваш кĕпипе тĕрĕллĕ саппунсене хальхи çамрăксем те çĕлеттереççĕ. Вĕсем те тĕрлесе пама ыйтаççĕ. Кăмăлĕсене хăварас килмест. Фольклор ушкăнĕ- сем наци тумĕпе сцена çине тухаççĕ-çке. Мăнуксене тĕрĕллĕ тутăрсем парнелес ĕмĕт пур-ха. Авалхи йăла-йĕркене тытса пырассипе садиксемпе шкулсенче те мероприятисем сахал мар ирттереççĕ, - тет К. Леонтьева.

Аслă ăрурисенчен ыррине вĕренмелли, алă ĕçне хăнăхмалли пурах. Чĕнтĕр тата пански йĕпписемпе çамрăклах усă курнă вĕсем. Ачаранах ĕçпе пиçĕхсе ỹс- нĕ. Ашшĕнчен иккĕре юлнă Клавдия Петровна. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă чухне çуртра сĕтел çине пуçланă çăкăр çеç юлнă. Пахчари çĕрĕ йỹçлĕхлĕ пулнăран çĕр улми те çитĕнеймен. Чуна усрамаллах-çке. «Иккĕмĕш çăкăрлă» та пулин пулас тесе вутăпа улăштарма ĕнепе Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕ таранах çитнĕ.

Терт-нуши аякка кайман Пешковсен (хĕр чухнехи хушамачĕ). Тетĕшĕ салтакра чухне çурчĕ-йĕрĕ çуннă. Хваттерте çỹреме тивнĕ. Пурăнмалăх кĕтес сиплесе лартнă вăхăтра ĕнесĕр юлнă. Пурăна киле тепре туянкаланă. Анчах вăл та сĕчĕ-çăвĕпе савăнтарайман. Юн тымарĕ татăлнăран каллех вилнĕ. Пуçа тутăр та пулин илсе çыхас шухăшĕ те сĕврĕлнĕ. Амăшĕ шăнса пăсăлнă, чире кайнă.

- Йывăрлăхран хăраса тăман ĕнтĕ. Ял кĕтĕвне кĕтсе 45 пăт тырăллă пултăмăр. Тетене авлантартăмăр. Çурт никĕсне тытаканĕ пулĕ терĕмĕр. Инке килĕшмерĕ. Уйрăлса тухрĕç. Тайăлнă пỹрте, пĕтнĕ хуралтăсене юсамаллах-çке. Чĕмпĕр облаçне улăм купалама кайса 100 пăт ытла тырăпа килтĕм. Пỹлмесем тулчĕç. Иртнине куç умне кăларса аса та илес килмет,- тет Клавдия Петровна.

Турă çырни алăк умнех килет, теççĕ. Ял каччипех пĕрлешнĕ çамрăк. Шăписем иккĕшĕн те пĕрешкелрех пулнă. Гена тете ашшĕнчен 10 уйăхра юлнă. Урăхла каласан, сăпкари ача. Вăрçăран таврăнайман кил хуçи. Унăн вил тăприне каярахпа Белгород облаçĕнче шыраса тупнă. Мăнукĕсем унта кайса та курнă.

Ĕçлĕхлĕ пулнине кура паянхи пурнăçпа кăмăллă Леонтьевсем. Иккĕшĕ те колхозра тăрăшса вăй хунă вĕсем. Совет çарĕнчен таврăнсан Геннадий Васильевича бригадира суйланă. Каярахпа заправщикра чылай ĕçленĕ вăл. Ĕне фермиитани панăшăн савăнать. Ывăлĕн хỹтлĕхĕнче ватти те 91 çула çитнĕ. Кинĕпе пĕр çăварта, килĕштерсе пурнче кочегарта та тăрăшнă. Амăшĕ çурма тăлăххăн пăхса ỹстернĕ пулсан та тивĕçлĕ воспăннă вĕсем. Клавдия Петровна 45 çул пăянамăшĕн хỹттинче пулнине паянхи кун та ырăпа аса илет.

Пĕр-пĕрне ăнланни чылай йывăрлăх урлă каçма пулăшнă мăшăра. 27 çулта чухнех кантăр тыллипе аллине амантса сусăра тухнă упăшки. Вăхăтĕнче чикĕ хуралĕнче службăра тăнăскере мирлĕ пурнăçра çак инкеке тỹсме çăмăлах пулман. Юрать çывăх çыннисем - амăшĕпе мăшăрĕ - юнашар пулнă.

Улмисем йывăççинчен аякка ỹкменнишĕн савăнаççĕ Леонтьевсем. Ачисене те вĕсем çамрăкранах ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕ. Пĕринче, çуллахи каникул вăхăтĕнче, çемье Ульяновск облаçне сахăр кăшманĕ çумлама кайса пĕр тонна ытла сахăр песукĕ илсе килнĕ. Ачалăхра аслисем тăраниччен çиеймен пулсан, ăрăва малалла тăсакансен вара пурте çителĕклĕ. Ашшĕпе амăшне хисеплеççĕ вĕсем.Йăха малалла тăсакансем хăйсем те Клавдия Петровнăпа Геннадий Васильевич пек мăшăрĕсемпе килĕштерсе пурăнса юбилейлă çулĕсене паллă тăвасшăн. Ашшĕпе амăшне вĕсем кăçал изумруд (55) çулĕпе саламларĕç.

Пурнăçа пурăнасси уй урлă каçасси мар, тенĕ ваттисем. Чун юратнă мăшăрпа пĕр-пĕрне ăнланса, сума суса пурăнни Турă панă телей. Кил-йышра телейлĕ çын чăннипех ăраскаллă. Çирĕп çемье- чи пысăк пуянлăх. Вăл йывăрлăхран хỹтĕлет, пурнăç савăнăçне парнелет, пуриншĕн те шанчăклă тĕрев пулса тăрать. «Йывăç тымарĕпе çирĕп, этем - çемйипе»,- тесе ахальтен каламан ĕнтĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика