Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Илĕртỹллĕ ĕçчен медсестра

23 ноября 2018 г.

Кашни ĕçĕн хăйĕн кăткăслăхĕ пур. Врач амбулаторийĕнче вăй хуракан медицина сестрисен те çавах. Хальхи вăхăтра вĕсен халăха грипп ересрен ăнлантару ĕçĕпе тимлемелле. Прививкăсем тăвасси пуç çинче тăрать. Вăхăтра вакцина яртарни чиртен хỹтĕленме пулăшнине ĕнентермеллех-çке. Çулсерен флюорографи тухассине те вырăна хурасшăнах мар хăшĕ-пĕри. Диспансеризаци вара чир пуçламăшĕн малтанхи палăрăмĕсене пĕлме май парать. Çак енĕпе профилактика ĕçĕсем сахал мар тăваççĕ медицина ĕçченĕсем.

Патăрьелĕнчи Е. Александрова (Сăкăт хĕрĕ, Ксенофонтова пулнăскер) çие шурă халат тăхăннăранпа 34 çул çитрĕ. Канашри медицина училищинче пĕлỹ пухнă хыççăн пуçăннă вăл. Кашни кунах ĕçе утнă чухне çамрăк чухнех амăшĕ кирек кампа та сăпайлă тытма сĕннине асра тытса килет. Ĕçченлĕхе вĕрентнĕ ăна çывăх çынни. Çынна ырă туни ырăпа таврăнасса ĕнентернĕ.

Чăнах та, паян пурнăçне ỹпкелемелли çук Елена Федоровнăн. Хăйне çур сăмахранах ăнланакан, пурнăçăн анлă сукмакĕпе пĕрле утакан мăшăрĕ - Владимир Семенович - çумра. Полици службинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскер, студентсене пĕлỹ парать.

Пĕрле икĕ ача çуратса ỹстернĕ вĕсем. Хĕрĕсем качча тухса çемьеллĕ пулнă. Александровсен тăватă мăнукĕ ỹсет. Пурте ывăлсем. Йăха малалла тăсаканскерсем.

Хĕрĕсене аслă шкулсенчен вĕрентсе кăларнă. Иккĕшĕ те вырăнлă ĕçре вăй хураççĕ. Пĕри - миравай суд, тепри миграци службин специалисчĕсем. Клиентсемпе кăмăллă калаçнине çирĕплетеççĕ вĕсем патĕнче пулнисем.

- Йывăç тымарсăр тытăнса тăраймасть, çут тĕнче - хĕвелсĕр. Чир-чĕрпе нушаланакан çынна вара эмел кирлĕ. Ĕмĕре вăрăмлатакан чи сиплĕ эмел вăл - ăшă сăмах. Тепĕр чухне йышăнăва килнĕ пациентсене сăмахпа сиплени те вырăнлă. Çакна мала хурать Елена Федоровна,- теççĕ пĕрле ĕçлекен З. Иракинăпа Н. Зайцева. Хăйсем те ĕçшĕн чуна пама хатĕр вĕсем. Шурă халатлă çынсен ĕç кунĕ графикпа килĕшỹллĕн çеç вĕçленет теме те çук. Киле кайнă чухне те пулăшу пама тивет тепĕр чухне. Канмалли кунсенче те канаш ыйтакан тупăнатех. Кỹршĕ-аршă каллех ун патнех кĕрет. Çĕр çывăрман каçсем те сахал мар.

Пурнăç укçара мар, пĕр ырă та ăшă сăмах çынна пурăнма хавхалантарнине, çунатлантарнине ăнланать Е. Александрова. Турă ăна професси суйлас енĕпе тĕрĕс çул кăтартнă. Чĕвĕлти чĕлхипе çепĕç калаçса чуна уçать. Унăн сăпайлăхĕ, çынна хисеплени ăшă туйăм парнелет. Мухтанасси, хăпартланасси çук. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ.

- Хирурги, реанимаци, травматологи, ытти уйрăмсенче кунне-çĕрне пĕлмесĕр пациентсен умĕнче тăракан медицина ĕçченĕсем тата та хисеплĕрех пек туятăп. Вĕсен ĕçне хамăрăннинчен мала хуратăп. Кашнийĕ тав сăмахне тивĕçлĕ. Хаçат страницисенче сăнĕсене курсан чун савăнать,- тет Елена Федоровна.

Районта тухса тăракан «Авангарда» çулленех çырăнса илет çемье. Чи малтан, паллах, сывлăх сыхлавçисем çинчен çырнă йĕркесене вулама тăрăшать медицина ĕçченĕ. Воспитани, вĕрентỹ, культура... темисемпе пичетленнисем те интереслентереççĕ. «Килĕшỹллĕ çемье» рубрикăпа тухнисене вуламасăр хăвармастех. Ку енĕпе хăйсем те ырă тĕслĕхлĕ вĕсем.

А. ИВАНОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика