Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуян чунлă, ылтăн алăллă хĕрарăм

23 ноября 2018 г.

Таврари илеме туйма-курма пĕлни, ун асамлăхĕпе хавхаланса пурнăçа туллинрех тума тăрăшни пепкепе пĕрлех çуралать, е çак асамлă туйăм ăста алăллă ашшĕ-амăшĕнчен, аслашшĕ-асламăшĕнчен куçать. Унтан вара вăл пурнăç тăршшĕпех юратнă та илĕртỹл- лĕ ĕçпе чунне йăпатать, çынсене савăнăç кỹрет.

Анат Туçа ялĕнче пурăнакан Светлана Ивановна Перепелкина  шăпах çавăн пеккисен шутĕнче. Мĕн кăна тума пĕлмест пулĕ Светлана Ивановна! Пушă вăхăтра пĕрре те ахаль лармасть, чăлха-нуски, эрешлĕ тутăрсем, минтер пичĕсем çыхать, тĕрĕсем тĕрлет. Пахча çимĕç, чечексем çитĕнтерет, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усрать. Хăнасем валли кирек хăçан та сĕтел çинче техĕмлĕ те тутлă апат хатĕр. Унăн аллинче ĕç вĕресе тăрать. Ĕçчен çынна ĕç савать текен сăмахсене шăпах ун çинчен каланă тейĕн.

Пỹртне кĕрсен хăвна галерейăри пек туятăн. Стена çинче хĕрарăмăн ылтăн алли ăсталанă тĕрĕсем çакăнса тăраççĕ. Ялта Светлана Ивановнăн тĕррисене курман-пĕлмен çын çук. Кашни уявра тенĕ пекех унăн ĕçĕсен куравĕ иртет. Сăмахран, Ял уявĕ, Хĕрарăмсен кунĕ, Акатуй-Сабантуй тата ытти те. Тĕлĕнмелле те, ялти чылай хĕрарăмăн тутăрĕпе чăваш кĕпи çинче те унăн тĕррисем вырăн тупнă. Кам ыйтать, пурин валли те самантрах эрешлесе хурать.

Светлана Ивановна Вăтаел ялĕнче çуралса ỹснĕ. 1972 çулта Анат Туçа каччипе Иван Константинович Перепелкинпа çемье çавăрнă. Çав кунран вара «Гвардеец» колхозра тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Пĕр вăхăт поварта та вăй хунă. 1988 çултан пуçласа 2009 çулччен вăл склад заведующийĕнче тăрăшнă. Мăшăрĕпе икĕ ывăл та пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ. Паянхи кун виçĕ мăнукĕ пуян чунлă хĕрарăмăн пурнăçне тата туллирех тăваççĕ, малалла пурăнма хавхалантараççĕ.

Тĕрĕ ăсти ял вулавăшне тăтăшах çỹрет. Уйрăмах «Тăван Атăл» журналпа туслă. Вăл кăмăллакан рубрика - «Тĕрĕ пултăр парне». Унта кăтартнă тĕслĕхсене пĕр сиктермесĕр тĕрлет. Чăннипех те çут çанталăкпа пурнăç илемне туйса пурăнать вăл. Вĕсене хăйĕн чунĕ витĕр шăратса кăларать, тĕрлĕ тĕслĕ çиппе хĕреслесе пусма çине куçарать. Çапла вара куçа илĕртекен, чуна çĕклекен илеме Светлана Ивановна ытти çынсем патне çитерет.

Л. ПЛАТОНОВА, библиотекарь.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика