Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Италине кайма ĕмĕтленет

Хусанушкăнь ялĕнче пурăнакан 71 çулхи Валентин Харитонов çăмăл атлет-ветеран Раççей шайĕнчи ăмăртусенчен тăтăшах малти вырăнсене йышăнса таврăнать. Валентин Ефимович ветерансем хушшинче пилĕк хутчен Раççей чемпионĕн ятне тивĕçнĕ.

Ноябрĕн 9-10-мĕшĕсенче Валентин Харитонов Хусан хулинче çăмăл атлетсен уçă чемпионатĕнче ăнăçлă ăмăртнă: 200 тата 400 метра чупса, тăршшĕне сиксе 1-мĕш вырăнсем йышăннă, 60 метра чупса иккĕмĕш пулнă. Çапла майпа спорт ветеранĕ Хусантан виçĕ ылтăнпа пĕр кĕмĕл медаль илсе таврăннă.

Халĕ вара Раççейĕн ветерансен пĕрлештернĕ командине кĕме пултарнă спортсмен 2019 çулта Италинчи Турин хулинче иртекен ăмăртусене хутшăнас ĕмĕтпе пурăнать. Спорт ветеранĕсем хушшинче иртекен Европа чемпионатне кайма пулăшакансем тупăнасса шанакан Валентин Харитонова малашне те ăнăçу пултăрччĕ.



"Пирěн пурнăç"
21 ноября 2018
14:31
Поделиться