Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ вĕрентекене чысланă

24 августа 2018 г.

Хисеплĕ вĕрентекене чысланă

Раççей шайĕнчи олимпиада призерĕ хатĕрленĕшĕн Тăвайри вăтам шкулта биологипе вĕрентекен Альбина Петровна Михайлована Республика Пуçлăхĕн çулсерен паракан премипе ?150 пин тенкĕ/ чысланă.
Вăл асăннă шкулта 1981 çултанпа ĕçлет. Педагог-новатор хăйĕн çăмăл мар ĕçĕнче инновациллĕ технологипе усă курать, пысăк кăтартусемпе палăрать.
Экологипе иртекен пĕтĕм Раççейри вĕренекенсен олимпиадинче Тăвайри шкулти Е.Гурьева виçĕ çул призерсен йышне кĕрет. Альбина Петровна ачисем «Exselsioz», «Эткер» конференци-фестивальсенче, ЧПУ ирттерекен наукăпа практика конференцийĕсенче 1997 çултанпах проекчĕсемпе призлă вырăнсем йышăнаççĕ.
Вĕрентÿри пысăк çитĕнÿсемшĕн А.Михайлова учительницăна вĕрентÿ пайĕн, район администрацийĕн, вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисемпе наградăланă. 2000 çулта вăл «РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ работникĕ» паллăна тивĕçлĕ пулнă. 2008 çулта Альбина Петровнана «ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят, 2010 çулта медаль панă.
А.Михайлова учительница - çирĕп тĕллевлĕ, мал ĕмĕтлĕ, принциплă, ыттисене пулăшма яланах хатĕр. Ăна ĕçне чунтан юратса пурнăçланăран, çынпа сăпайлă пулнăран пĕрле ĕçлекенсем, ачасен ашшĕ-амăшĕсем, вĕренекенсем хисеплеççĕ.
«Вĕрентÿре ĕçлекенсен активлăхне те пысăк тимлĕх уйăраççĕ халь пирĕн республикăра. Укçан преми пани чуна çĕклет, çунатлантарать. Татах çĕнĕлле ĕçлес, пысăкрах çитĕнÿсем тăвас килет»,-шухăшне пĕлтерет Тăвайри вăтам шкулта ĕçлекен А.Михайлова учительница.

 

 
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика