Отдел образования администрации Янтиковского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕмер шкулĕнчи асăну кунĕнче

14 сентября 2018 г.

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Тĕмер шкулĕн- че шалти ĕçсен службин генерал-майорне Василий Валерианович Федорова халалласа асăну кунĕ иртрĕ. 
1960 çулта, шăпах çав кун Тĕмер ялĕнче çуралнă Василий Федоров. Ашшĕ Валериан Федорович - вăрçă участникĕ, ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Амăшĕ Дарья Константиновна шкул буфетĕнче тăрăшса пенсие тухнă. 5 ачине вĕрентсе пĕлÿ илме пулăшнă.
Василий 1977 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлĕвне ÿстерсе инженер-электрик специальноçне алла илнĕ çамрăк специалист направленипе республикăри шалти ĕçсен министерствине лекнĕ. Афганистанра интернационалла çар тивĕçне пурнăçланă. 1996 çулччен, Мускаври Раççейри шалти ĕçсен министерствин управлени Академине вĕренме кайиччен, çак тытăмра инженер-электрикра, энергетикăпа механика пайĕн начальникĕнче, юсав учрежденийĕсенче тĕп инженерта ĕçленĕ. 
1998 çулта Академине лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн Василий Валерианович Чăваш ене таврăннă, уголовлă наказани пурнăçлавĕн республикăри сотрудникĕсен квалификацине ÿстерес, çак тытăмăн ĕç-хĕлне çĕнĕлле йĕркелес тĕлĕшпе чылай вăй хунă. Служба тивĕçĕ çине тÿрĕ кăмăлпа, яваплă пăхакан В.В.Федоров подполковника 2000 çулта Раççей Федерацийĕн юстици министерствине ĕçлеме куçарнă. Тепĕр икĕ çултан кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. 2011-2013 çулсенче - ФСИНăн Кабардин-Балкар Ресспубликинчи управленийĕн начальникĕ. Тĕрлĕ ответлă должноçсенче ĕçленĕ хыççăн пирĕн ентеше РФ Президенчĕн В.Путинăн указĕпе Раççей Федерацийĕн ФСИНăн режимпа надзор Управленийĕн начальникĕ пулма уйăрса лартнă. Тепĕр çултан, 2014 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнче, çĕршыв ертÿçин указĕ-пе генерал-майор званине панă. Вăл Раççей ФСИН ?Раççей Федерацийĕн наказани пурнăçлавĕн федераллă служби/ системинче чăвашран тухнă пĕрремĕш генерал пулнă. 
Василий Валерианович - юрист, доцент, 100 ытла ăслăлăх ĕçĕн авторĕ. Унăн ĕç-хĕлне хакласа тĕрлĕ наградăпа чысланă: ылтăн медальсемпе, хисеплĕ паллăсемпе, Мухтав тата Тав хучĕсен шучĕ çук та пулĕ. Районăн экономикипе социаллă пурнăçне аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн ăна Тăвай районĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Мăшăрĕпе Татьяна Федоровнапа ывăлпа хĕрне тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Иртнĕ çулхи майăн 27-мĕшĕнче йывăр чирлесе выртнă хыççăн сумлă ентешĕн куçĕсем ĕмĕрлĕхех хупăнчĕç. Ĕçтешĕсем палăртнă тăрăх, вăл больница койки çинче те службăри тивĕçне пурнăçланă. Ăна тăван ялĕнчи масар çине пытарнă. 
Тĕмер шкулĕнчи музейра вăл çуралнă кун асăну кĕтесĕ уçăлчĕ. Чи малтанах шкул директорĕ Альбина Николаева сăмах илчĕ. Раççей ФСИНăн республикăри управленийĕн ертÿçи Александр Робота, район админстрацийĕн пуçлăхĕпе унăн çумĕ Владимир Ванеркепе Олег Ломоносов, учительсем, ывăлĕ, тăванĕсем, пĕрле вĕреннисем, ĕçленисем сăмах каларĕç. 
Çывăх çыннисем ун çинчен хатĕр-ленĕ презентацие пăхса Василий Валерианович пирĕнпе юнашар тăнăнах, мал ĕмĕтлĕ пулма, пурнăçри тĕллевсем патне хастаррăн, йывăрлăхсене парăнмасăр утма чĕннĕнех туйăнчĕ.
Вилтăпри çине чĕрĕ чечек çыххисем хучĕç.
Юлашкинчен шкулти музейра В.Фе-дорова халалласа уйрăм кĕтес, ăна асăнса анлă мероприяти йĕркелеме учительсен коллективĕ, уйрăмах унăн шăллĕ Владимир Валерианович, ытти тăванĕсем, Василий Федоровăн мăшăрĕ Татьяна Федоровнапа вĕсен ачисем нумай тăрăшнине палăртса хăварас килет.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика